Шырав
Шырав ĕçĕ:
Произведенири сӑнарсемпе сӑнлӑхсен пуянлӑхӗ, унӑн форми пулса, произведенин содержанийӗпе ним уйрӑлми ҫыхӑнса тӑрать.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ара, ир те, каҫ та йӗппе ҫип пек уйрӑлми ҫӳреттӗмӗр иксӗмӗр.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Юлашки кунсенче мана вӑрттӑн сыхланӑскер, ӗнер вара манпа пӗрле Атӑл ҫыранӗ таврашне нӑш-нӑш-нӑшласа тишкерсе, мӑкӑль-мӑкӑль мӑкӑльтетсе, йӑкӑр-якӑр йӑкӑртатса, тахҫанхи, уйрӑлми тус пек пӗрле ҫӳренӗскер, ҫапла хӑвӑртах манӑҫа кӑларчӗ-ши мана?
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫамрӑк чухне те, кайран та ҫирӗп кӑмӑл, йывӑрлӑх умӗнче пуҫ усма пӗлменни, пӗр сӑмахпа каласан, революционерӑн пур лайӑх енӗсем те Н. К. Крупскаяшӑн уйрӑлми ҫывӑх.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлми туссем.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Уйрӑлми, пӗрле упранччӗр Ҫиппипе йӗппи.
Йӗппипе ҫиппи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 53 с.
Ҫутҫанталӑк ҫеҫ ӑна, хӑйӗн уйрӑлми пайне, ҫурхи илемпе хавхалантарса малтан мала хӑвалать.Только близкая и родная природа вдохновляет его: иди же, торопись!
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑй те вӑл ҫак тавралӑхӑн уйрӑлми пайӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уйрӑлми пӗрлешнӗ…
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйсем тата уйрӑлми ҫыхӑннӑ.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
Элкей Павӑлӗн пурнӑҫӗнче те медицинӑпа искусство уйрӑлми пӗрлешнӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Эп сана уншӑн хӗрлӗ кӑранташ паратӑп, ман пуҫламанни пур, — калаҫса татӑлчӗҫ икӗ уйрӑлми тус.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Моргиана халӗ сехӗрленме те, шухӑшне пӑрахӑҫлама та мехел ҫитереймест, мӗншӗн тесен тискер-усал тӗллев унӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ку — кӑсӑк, анчах никамах та кирлӗ мар япаласенчен пӗри; вӗсем ҫулӗ-ҫулӗпе туянӑҫсене кӗтеҫҫӗ, юлашкинчен вара хӑйсене сутса яма кӑларса лартнӑ ҫуртӑн уйрӑлми хатӗрне куҫаҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах пайтаҫӑн форма кульчӗ пур, эпир вара Браунӑн ют пурлӑхшӑн укҫа илсен ултавпа аппаланма кӑмӑл ҫук тесе шухӑшлатпӑр, ҫапла вара ӑна ӗҫри тирпейлӗхрен пӑрса хӑварни аванах мар, ара ку — унӑн пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ.
XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ман хуткупӑс — уйрӑлми юлташӑм.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Патшалӑх радиохыпарлавӗ мӗн йӗркеленнӗренпех пирӗн регион пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ.С момента своего образования государственное радиовещание стало важной частью жизни нашего региона.
Олег Николаев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/07/gla ... aet-s-dnem
Чӑваш АССР государство бюджечӗ РСФСРӑн пӗрлӗхлӗ государство бюджечӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССРӗн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн государство планӗ РСФСР экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн государство планӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССР экономики РСФСР экономикин, СССР территорийӗнчи обществӑлла производствӑн, валеҫӳпе улӑшӑвӑн мӗнпур сыпӑкӗсене пӗрлештерсе тӑракан пӗр пӗтӗм халӑх хуҫалӑх комплексӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.