Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫынсен хырса якатнӑ пичӗсем, мӑйӑхсӑрскерсем, пурте тӗлӗнмелле пӗр евӗрлӗ, — питсем ҫинче нимӗнле хускану та ҫук.Бритые лица мужчин, безусые, странно похожие друг на друга,— солидно неподвижны.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Унта, ҫав кӑпӑш тӗттӗмре, океанӑн хумхавлӑ кӑкӑрӗ ҫинче, ылтӑнпа чечек тата ҫӑлтӑр яраписенчен тӗлӗнмелле явса тунӑ пысӑк сӑпка силленсе тӑрать пек — ҫав сӑпкара, ҫӗрле, хӗвел канать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫулӑм пек ҫутӑ выляни пуҫра тӗлӗнмелле ӗмӗтсем ҫуратать: лере, керменсен пӳлӗмӗсенче, ҫулӑм пек хӗрӳллӗ савӑнӑҫ йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑнӑ ҫӗрте, нихҫан та, никам та илтмен музыка шӑппӑн та мӑнаҫлӑн янӑранӑн туйӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тӗттӗмре пиншер хӗлхем хӗмленсе те хӗрелсе йӑлкӑшать, вӑл тӗксӗм пӗлӗт ҫине тӗлӗнмелле хитре керменсен кӗрнеклӗ башнисен мӗлкисене тата тӗрлӗрен йӑлттам кӗленчесенчен тунӑ пуян ҫуртсемпе чиркӳсен мӗлкисене яр уҫҫӑн ӳкерет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав ҫуртсем хушшинче, унта та кунта, ҫав тупӑксенчи хурлӑха ҫӗр-хута сыхлама тӑратнӑ тӗлӗнмелле хӑрушӑ тискер кайӑксен сарӑ куҫӗсем пек, ҫутӑсем мӗлтлетсе хыпса илеҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ вӑл мӗн шухӑшланине, унӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланатӑп пек, мӑн тӗлӗнмелле пысӑк та вӑйлӑ алӑсем тата ҫурӑм хыҫӗнче ҫунатсем пулинччӗ, тесе шухӑшланӑн туйӑнать вӑл.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ ҫакӑн пек тӗлӗнмелле тискер хула малтанхи хут куратӑп, ҫынсем мана нихҫан та ҫакӑн пек курӑнман, ытла ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ вӗсем кунта, чӑтма ҫук пусмӑрта пурӑнаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эмигрантсен пичӗсем тӗлӗнмелле кӑвакарса кайнӑ, вӗсен куҫӗсем анранӑ сурӑхсенни пек пӑхкалаҫҫӗ.Лица эмигрантов стали странно серы, отупели, что-то однообразно-овечье покрыло все глаза.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Шӑв-шав хушшинче илтми пулса анраса кайнӑ, хурҫӑпа шыв ташши минретнӗ ик ураллӑ чӗрчун, хура тӗтӗмпе тата ҫупа вараланса пӗтнӗскер, аллисене шӑлавар кӗсйине чиксе, ман ҫине темле тӗлӗнмелле пӑхса тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ килкартине тухрӑм та шухӑша кайса тӑтӑм, — путвалӑн уҫӑ чӳречинчен килкартине ирсӗр те хаваслӑ юрӑ янӑраса тухать, амӑшӗ ывӑлне ҫывӑратса янӑ май, тӗлӗнмелле сӑмахсене уҫӑмлӑн асӑнса юрлать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хавхаланнипе, ача, тӗлӗнмелле куҫӗсене илемлӗн йӑлкӑштарса, ҫӑра куҫхаршисене ҫӗклентерсе, хӑрӑлти сассипе юрласа ячӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Тавтапуҫ тес пулать ӑна, — илтӗнчӗ ман хыҫра тӗлӗнмелле, лӑпкӑ сасӑ.— Спасибо надо сказать ему, — услышал я сзади себя негромкий, странный голос.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн вӑрӑм мӑйлӑ илемлӗ пуҫӗ, темле тӗлӗнмелле чечек евӗр, енчен енне сулланать, куҫӗсем хавасланнӑҫемӗн хавасланса йӑлкӑшаҫҫӗ, — ҫӗнтерейми вӑйпа хӑйсем еннелле туртаҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн лӑпкӑ та витӗр куҫӗсем мӗнле пӑхнине каласа пама май ҫук, — эпе ҫав тӗлӗнмелле этемӗнни евӗрлӗ мар куҫсене хирӗҫ аран ҫеҫ пӑхатӑп.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпӗ халӗ унӑн куҫӗсене лайӑх куртӑм, — вӗсем чӑнах та ҫӑмлӑ пек; куҫ тӗкӗсем тӗлӗнмелле вӑрӑм, куҫ хупанкисем ҫинче те темле тӗксем илемлӗ кукӑрӑлса ӳснӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хӑйӗн сӑнӗ ӑслӑ, сӑмси шӗвӗр, тутисем хӗрачанни пек кӳпшек, — унӑн ачаш пит-куҫӗ ҫак тӗттӗм шӑтӑкра питӗ тӗлӗнмелле те пек, вырӑнлӑ та мар пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫуллахи пӑчӑ каҫхине, хула хӗрринчи тӑкӑрлӑкра, эпӗ тӗлӗнмелле япала куртӑм: пӗр хӗрарӑм сарлака шыв кӳлленчӗкӗ варрине кӗрсе тӑнӑ та, пӗчӗк ачасем евӗр тӑпӑртатса, пылчӑк сирпӗтет, — тӑпӑртатнӑ май, йӗрӗнмелле киревсӗр юрӑ юрлать, темле Фомка ятлӑ ҫынна тӑрӑхласа асӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Сирӗн садӑрти тӗлӗнмелле лайӑх улмасемпе эпӗ ҫав пылчӑк пуҫлӑ йӗксӗксене тӗл персе тивертнине курнӑ пулсан, эсир пӑшӑрханман пулӑттӑр, — эх, эсир ҫавна курнӑ пулсанччӗ!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Бубен кӗрлесе, янӑраса, шавласа кайрӗ те, хайхи ташӑ, тахҫанхи тӗм-хура хаяр эрех пек ӳсӗртекен урӑм-сурӑм ташӑ, вутӑн-ҫулӑмӑн ялкӑшма тытӑнчӗ: Нунча ҫӗлен пек явкаланса ҫаврӑнать ӗнтӗ, — юна вӗрилентерсе яракан ҫавӑ ташша вӑл чӗререн ӑнланатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле илемлӗ, парӑнми ӳт-пӗвӗ мӗнле чӗррӗн вылянине пӑхса тӑрсан, чун киленсех каятчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Нина амӑшӗпе тивӗҫсӗррӗн калаҫма пуҫларӗ; пӗринче вара, Святой Яков кунӗ, пирӗн кварталти уявра, пур ҫынсем те чунтан хавасланнӑ чухне, Нунча тарантелла ташшине тӗлӗнмелле лайӑх ташласа пӗтернӗччӗ кӑна, — хӗрӗ ӑна ҫакӑн пек асӑрхаттарса каласа хучӗ: — Ытла нумай ташламастӑн-ши эсӗ? — терӗ.