Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм кӑвак лапчӑк ҫуртсем шурлӑх хӗрринче пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленнӗ те — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен пӗчӗк тӗксӗм куҫӗсемпе мӗскӗннӗн пӑхса лараҫҫӗ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗксӗм пӗлет ҫавӑн пекех тӗксӗм те ҫара туратсем ҫинче ҫакӑнса тӑрать.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Рабочисем пурӑнакан слободка ҫийӗнчи тӗтӗм-сӗрӗмлӗ, ҫу шӑршипе тулнӑ сывлӑша чӗтрентерсе, кашни кунах фабрика гудокӗ янараса каять те, ӑна илтсенех шӑмшакне ыйхӑпа кантарайман тӗксӗм сӑнлӑ ҫынсем, хӑраса ӳкнӗ таракансем пек, пӗчӗк те тӗксӗм ҫуртсенчен урама чупса тухаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унта та, кунта та ватса пӗтӗрнӗ ӳпӗнтерсе пӑрахнӑ машинӑсемпе уй-хир ӗҫне тумалли хатӗрсем тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ; ҫак япаласем хушшинче аслӑ ҫул тӗксӗм йӑрӑмӑн палӑрса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унпа юнашар, хӗвеле хура пӗлӗт карса илнӗ пек, Андриан Аверьянович — районти килӗшӳсӗр работник, пур енчен те ӑна тӗксӗм, усал сӑрсемпе сӑрланӑ: куҫӗсем те тӗксӗм, темле кирпӗч тӗслӗ, пичӗ те шыҫӑннӑ, куҫхаршийӗсем хаяррӑн пӗрӗннӗ, костюмӗ те ун ҫинче михӗ пек ларать, калаҫасса та вӑл сӑмсапа, кичем те хӑшӑлтатса калаҫать.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чугун пек ҫирӗп кӗлетки ҫинче кирпӗч тӗслӗ кӗре мӑй ларать, мӑйӗ ҫинче хӗрарӑм сӑнарлӑ, кулӑшла пӗчӗк пуҫ: тӗксӗм питлӗскер, пӗчӗк ӳпрем туталлӑскер; ылтӑн тӗслӗ кӑтра ҫӳҫ тӑрмаланчӑкӗ айӗнчен тӗксӗм куҫсем пӑхаҫҫӗ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ҫуралнӑранпах тӗксӗм ҫын пулнипе те ҫавӑн пек туйӑннӑ: хулӑн туталлӑ та типшӗмрех сӑн-питлӗ, сарлака пуҫӗ ҫинче кӑтраланса ларнӑ ҫӳҫӗ те (ҫакӑн пек ҫӳҫпе ҫӗлӗксӗр те ҫӳреме пулать), йӑмӑх ҫутта юратман хура куҫӗсем те тӗксӗм унӑн.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малтан ун куҫӗнче ялтӑркка хӗлхемсем, унтан асамат кӗперӗсем, юлашкинчен тӗксӗм пӑнчӑсем выляса илчӗҫ; вӑл каллех васкаса чӑмрӗ, шыв айӗнче куҫне уҫрӗ, унта темле тӗксӗм симӗс тӗссем курчӗ — уйӑхлӑ каҫ пӗлӗт ҫавӑн тӗслӗ пулать.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Халӗ эсир, Вера Павловна, эпӗ савӑнӑҫлӑ пулнине куртӑр, ман яланах ҫавӑн пек пулас килет, эпир ӗнтӗ пӗр-пӗринчен нимӗн те пытарса тӑмарӑмӑр, — апла пулсан, эпӗ мӗншӗн тӗксӗм ҫӳрени вӑрттӑнлӑх пултӑр ӗнтӗ, — эпӗ тӗксӗм пулни манран хамран килмест вӗт.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн хӗвелпе шупкалнӑ кӑвак ҫитсӑ кӗпине темиҫе тӗлте арки таранах ҫурса антарнӑ, хул пуҫҫи ҫинче мӗнле тытӑнса тӑнинчен те тӗлӗнмелле; сулахай пит ҫӑмартинчен пуҫласа янах таранах тӗксӗм кӑвак паллӑ пур, куҫне тӗксӗм хӗрлӗ шыҫӑ хупласа илнӗ, анчах сылтӑм куҫӗ хӑйӗн ҫилӗллӗн те хаяррӑн йӑлтӑртатать.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗҫех чӳрече умӗнче вӗлтлетсе юлакан тимӗр хуласем, тӗксӗм хирти тӗксӗм юрпа витӗннӗ уйсем курӑнма пуҫларӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫиччӗмӗш депон тӗттӗм чӳречеллӗ, тӗксӗм алӑклӑ (ҫӳлӗ алӑкӗ ҫинче ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать) тӗксӗм ҫурчӗ пирӗн умма тухса тӑнӑ вӑхӑтра тул ҫутӑлма пуҫларӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗксӗм сӑрӑ, ҫутӑ сӑрӑ (уяв)
Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95
Хӗвел ҫаврашки аякри тӗксӗм вӑрман хыҫӗнчен тин кӑна курӑнма пуҫланӑччӗ-ха.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Чӗлтӗр-чӗлтӗр пӗрчӗсем, ҫӗрлехи тӗксӗм тӳпери ҫӑлтӑр евӗрлӗскерсем, тин кӑна шӑртласа якатнӑ сӳс пек ҫинҫе тымарсем янӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӗксӗм пӗлӗтре курӑнакан ҫиҫӗм пек.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ывӑлӗ тӗксӗм чӳречерен тулалла тинкерет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗрлехи тӗксӗм те пӗлӗтлӗрех тӳпере, тухӑҫ енче, пӗртен-пӗр ҫӑлтӑрӑн чӗлтӗркке ҫути ҫеҫ курӑнать-ха.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шак хурать ӑна палламан ҫын тӗксӗм сӗтел ҫине.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.