Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӗҫ (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
5 кВтран пуҫласа 15кВт таранччен хӑватлӑ хӗвел батарейисем 18 ача пахчипе 24 поликлиникӑна ӑшӑтса тӑрӗҫ.

Мощные солнечные батареи от 5 кВт до 15кВт будут обогревать 18 детских садов и 24 поликлиники.

Узбекистанра Чӑваш Енри батарейӑпа ӑшӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34244.html

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Help to translate

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Сан садна та малашне тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран летчиксем тасатса тӑрӗҫ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пултаруллисен енче ӑнӑҫу пулӗ, вӗсене шухӑшсем тӑкӑнса тӑрӗҫ.

Талантливым и творческим людям будет сопутствовать удача, идеи из них будут литься непрерывным потоком.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем Атӑлҫи халӑхӗсене вӑрҫӑ йӗркипе мар, Христос тӗнне йышӑнтарса турӑ пулӑшнипе тытса тӑрӗҫ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун йӑлине пӗлекен ывӑлӗсем ӑна тӗкӗнме те хӑраса тӑрӗҫ, тӗлӗрет кӑна вӑл тейӗҫ.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан наянна пула лашасем вилме тытӑнсан, хӗрхенсе тӑрӗҫ тетне?

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем кунта мӑрсасемпе, вӑл шутра чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисемпе, айкашнӑ хушӑра Ту енчи ҫӗр-шыв Хусантан уйрӑлма пултарать, унта нухайсем пырса кӗрсе хуҫа пулса тӑрӗҫ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ултӑ пусӑ ҫӗнетмелли ҫинчен ҫӳлерех асӑнса хӑвартӑмӑр, вӗсем вара кашниех пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрӗҫ.

Help to translate

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Лапамра ачасем яланах аслисен куҫӗ умӗнче, ун пек чухне вӗсем шӑрпӑкпа выляссинчен, шыв хӗррине каяссинчен тата ытти инкек кӳме пултаракан пулӑмран тытӑнса тӑрӗҫ.

Help to translate

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Таврарисем эсир такам умӗнче парӑмра пулнине каласах тӑрӗҫ.

Окружающие будут постоянно талдычить, что вы кому-то что-то обязаны.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун чухне сирӗн туйӑмсем тӑкӑнса тӑрӗҫ.

Потому что вас могут начинать обуревать эмоции.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Проектсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ, ял тӑрӑхӗсенче шкулсемпе пульницӑсене хӑпартатпӑр, юсатпӑр, вӗсен аталанӑвне тӗрлӗ енчен тишкерсе тухатпӑр. Амбулаторире аптека ҫук, ҫапах та эмелсене пульницӑна амбулаторире выртакан чирлӗ ҫынсем ыйтнине шута илсе ҫитерсе тӑрӗҫ», — палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ медперсоналпа тата ял ҫыннисемпе калаҫнӑ май.

«Успешно реализуем проекты, строим и ремонтируем школы и больницы на селе, подходим комплексно к развитию села. Аптеки в амбулатории нет, но лекарства в больницу доставляются по заявкам, которые пациенты оставляют в амбулатории», — заявил Глава республики в беседе с медперсоналом и жителями деревни.

Сӑкӑтра ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32817.html

Республика пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин шкулӗ» ҫӗнӗ тепӗр проекта пурнӑҫлама хутшӑнать, ҫавна май пирӗн шкулсем ачасемшӗн тата ҫитӗннисемшӗн вӗренӳпе воспитани, ҫут ӗҫ центрӗсем пулса тӑрӗҫ.

Республика включится в реализацию еще одного нового всероссийского проекта «Школа Минпросвещения России», благодаря которому наши школы будут преобразованы в настоящие центры образования, воспитания, просвещения для детей и взрослых.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Кулянмалли сӑлтав ҫук, пачах тепӗр май – савӑнмаллисем тупӑнса тӑрӗҫ.

Переживать не о чем, наоборот – у вас появится много поводов для радости.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ пӗлӗшсем лайӑх туссем пулса тӑрӗҫ.

Новые знакомые станут хорошими друзьями.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрремӗш плана укҫа ыйтӑвӗ, ӗҫри ят-сум тухса тӑрӗҫ.

На первый план может выйти забота о денежных делах и служебной репутации.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Федерацин ял ҫӗрӗнчи почта уйрӑмӗсене ҫӗнетмелли программине пула 2026 ҫул тӗлне вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ресурссемпе тата патшалӑхӑн информаци ресурсӗсемпе пурте усӑ курма пултарассине тивӗҫтерекен центрсем пулса тӑрӗҫ.

Благодаря федеральной программе модернизации сельских почтовых отделений к 2026 году они станут центрами общественного доступа к социально значимым и государственным информационным ресурсам.

Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/10/gla ... aet-s-dnem

Яла таврӑнсан акӑ мӑрса ун кил-ҫуртне сӑпса йӑвине аркатнӑ пек аркатӗ, килти пур-ҫук выльӑхне ҫавӑтса тухса кайӗ, унӑн ачисем ӗмӗрлӗхех мӑрса тарҫи пулса тӑрӗҫ.

Help to translate

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ.

Help to translate

Сиктӗрмере чӑваш уявӗсем иртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31934.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed