Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑхса киленекенсен малтан ӳсӗр флегма юлашки пурччӗ, халӗ вӑл ҫухалчӗ, юн курас, унӑн шӑршине туяс хавхаланӑва куҫрӗ.Если еще был у зрителей остаток пьяной флегмы, то он исчез, уступив кровожадному азарту.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Ҫав ӑшша кӗрес килет унӑн, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗве ҫупӑрланине, чуна ачашшӑн кӑтӑкланине туяс килет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Людмила Ильинична вӑр-вар вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, чӳречене ярр! уҫса ярать, Людмила Ильинична хӑйне ҫӗклентерсе яма тӑрӑшать: хӑвна ху ҫамрӑк та вӑйлӑ, шухӑшсӑр-мӗнсӗр туяс.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Выльӑхсем хӑйсем вилессине туяҫҫӗ, ҫыннӑн мӗншӗн туяс мар?..Животные предчувствуют свою смерть, почему же не может предчувствовать человек?
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аса илессе те эпӗ ӑна Маринка унран хӳхӗмрех иккенне лайӑхрах туяс, ӗненес кӑмӑлпа ҫеҫ аса илнӗ темелле…
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ ӑна куҫран пӑхас тесе, вӑл хамӑн алла хыттӑн чӑмӑртанине туяс тесе, тата аттен урӑх никамӑн та унӑнни пек пулма пултарайман сывлӑшне сывлас тесе ун патне сиксе ӳкрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шӑпах ҫавӑнпа вӗсем, халӗ Брянскин вилтӑприйӗ тавра чӗмсӗр те ҫиллес ункӑ туса тӑнӑскерсем, пӗр-пӗрин ҫумне тачӑрах пӗрлешеҫҫӗ, — пӗр-пӗрин ӑшшине — ҫак сивӗ тусем хушшинчи пӗртен-пӗр ырлӑха — туяс тесе, хулпуҫҫисем, чавсапа чавса перӗнмелле ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ыратнине туяссипе туяс марри — ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗнчен килет; вӑл ыратнине туясшӑн мар, вӑл ӑна чарса лартӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сывлӑшра хӑйне хуҫа вырӑнне туяс тесе, вӑл ҫӗнӗ машинӑн кашни пӗчӗк винтне те тӗплӗн пӗлесшӗн пулнӑ.Он хотел знать каждый винтик новой машины, чтобы в воздухе чувствовать себя ее хозяином.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Малашне мӗн пулассине туяс пултарулӑх унӑн пит пысӑках мар пулас.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эстетикӑлла воспитани вӑл — хӑвна хитрелӗхе туйма вӗрентни, общество пурнӑҫӗнчи, ҫутҫанталӑкри, искусствӑри илеме туяс, ӑнланас пултарулӑха аталантарни.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп: Курма ҫеҫ пӗлни сахал, ӑнланас, туяс пулать…Я так понимаю: умей не только видеть — этого мало, надо понимать и чувствовать…
Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Унӑн чунӗ те, ыттисенни пекех, пурне те туйма-ӑнланма пултаракан вӑйлӑ ҫын — чӑн-чӑн ҫын чунӗ; кашни вӑйлӑ чунах туйма, пӗлме, ӑнланма ӗмӗтленсе туртӑнать пулсан, ачан тӗттӗм чунӗнче те ҫутта туяс туртӑм упранса тӑратех.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пуся ӑшӑ ҫинчен ӗмӗтленчӗ, унӑн хӗвел питтине кушак пек хутланса выртса ӑшӑнас, юлашки шӑмӑ таран ӑшӑнас, хӗвелӗн ачаш ӑшшине пӗтӗм кӗлеткипе туяс килчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӗчӗк кустӑрмасене епле юсаса ҫӗнетнине вӑл студентка пулнӑ ҫулсенчех практикӑра сӑнаса пӗлнӗ, ҫавӑнпа халӗ унӑн, хӑй мӗн пӗлнипе ҫиҫсе илсе, «металлургсем» хушшинче те хӑй кирлӗ ҫын пулнине туяс килчӗ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн пуҫне пӗтӗмпех сӑнлӑхсем ҫавӑрса илчӗҫ, картинӑсем нихӑҫан асран кайми, алӑпа хыпаласа туяс пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, анчах тепӗр чухне вӗсене хут ҫине ӳкерме йывӑр, йӗркесем тӗссӗр тухаҫҫӗ, вӗсенче вут-хӗм те, хӑват та ҫителӗксӗр, ҫакӑн пек чухне Корчагина творчествӑн йывӑрлӑхӗ тем териех асап кӳрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл хӑйӗн шухӑшне ӑнланасшӑн та мар, анчах унӑн ҫав ырӑ вӑхӑта астунинчен те вӑйлӑрах япалапа тытса чарасси килет, унӑн ҫывӑхра каллех Мария пулнине туяс килет, унӑн ӑшшине, сывланине туяс килет, акӑ ӗнтӗ хӑй ҫинче вӑл…
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Лозневой выртрӗ, питҫӑмартийӗпе ҫӗр ҫумне пӑчӑртанчӗ, унтан, тутине шӑлса илчӗ те, халь ӗнтӗ хӑй йӑлтах ӑнланнине лайӑхрах туяс тесе, сасӑпа каларӗ:
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫынсем ҫак хаяр тӑшман йышӑнакан пушанса юлнӑ тӗксӗм тӗнчере ҫухалса каяс мар тесе, хӑйсен хулпуҫҫипе юнашар чӑн-чӑн хастар юлташӑн ҫирӗп хулпуҫҫине туяс тесе, хӑвӑртрах этем ҫирӗп туслӑхӗ патнерех, ҫутӑ, вут ӑшши ҫывӑхнерех пуласшӑн пулчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсен яланах шухӑшлас, туяс килет, ӗмӗр пӗрле шухӑшлас, туяс, калаҫас килет!..
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956