Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшланӑ май, ун чунӗ вӗчӗрхеннӗҫемӗн вӗчӗрхенсе пычӗ, ӑш вӑркарӗ, чӗре кӑкӑра ҫӗмӗрсе тухасла тапрӗ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӗре кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе тухасла тапать.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Чӗри хӑйӗн сиксе тухасла тапать.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ма ун чӗри сиксе тухасла тапма тытӑнчӗ?
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Аташнӑ хушӑра кӑшт тӑна кӗрсе темиҫе хутчен шыв ыйтрӗ, ҫири тумтирне сире-сире пӑрахрӗ, хӑй чун ҫурӑлса тухасла ахлатрӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Арӑмӗ Иджим хана ҫемҫе тӳшек сарса панӑ, анчах унӑн аяк пӗрчисем чул ҫинче выртнӑ пекех ыратаҫҫӗ, пуҫ айӗнче — атласлӑ минтерсем, ҫапах тӑнлавсем ҫурӑлса тухасла кӗрлесе тӑраҫҫӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Павлуш чӗри сиксе тухасла тапрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак вӑхӑтра сӗтел хушшинче хӑйӗн ҫунса тухасла пит ҫӑмартисем ҫине пӑхма хӑракан ҫын пур тӑк — вӑл эпӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Умри уҫлӑх хӑйӗн асаплӑ ҫулӗсен илпеклӗхӗпе, куҫ виҫейми анлӑшӗпе чӑн-чӑннӑн, уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ; чир-чӗр, ӗшенӳ, ҫула май кичем ӗҫ, ҫыру ҫитейменрен асаплӑн тунсӑхлав, ҫула часрах вӗҫлес шухӑшпа ӑсран тухасла пӑшӑрхану, малалла каймашкӑн мӗн те пулин чарса тӑни, — ҫул ҫинчи пусмӑрӑн мӗн пур енӗ халӗ чӗринче хӗсӗне-хӗсӗне кумать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ван-Конета илес тӗк — унӑн пуҫне юн капланса тулчӗ, чӗри сиксе тухасла тапать, куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вара вӑл хыпалансах каҫару ыйтрӗ те тарҫӑ хыҫҫӑн — шалти пусмапа — пӳрте кӗнӗ ҫӗрте ларакан телефон патне чупсах кайрӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпир унпа тепӗр кунхине тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр, тӑтӑшах курнӑҫма тытӑнтӑмӑр, анчах эпӗ, ӑна ӑсран тухасла юратрӑм пулин те, ӑна ҫакна уҫса памарӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Хӑй ҫакланнӑ лару-тӑрупа мӑшӑрӗ пирки, килӗ ҫинчен шухӑшланипе ҫурӑлса тухасла асапланаканскер — Эсборн таса виски кӗленчине ӗҫсе пуҫне минретрӗ те хӑрушӑ тӗлӗксен тӗркӗвӗшӗнче ҫывӑрса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Гарвей шӑпланчӗ, унӑн типшӗмленнӗ сӑнӗнче, путса кӗнӗ куҫӗсенче — ҫурӑлса тухасла тарӑху-тилӗрӳ.Гарвей смолк, его резкие, осунувшиеся черты выражали невероятное бешенство.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Гоп капитан, мачта тӑрӑх упаленсе чавсана хытӑ вистентертӗм; манӑн аякпа ҫурӑм ыратаҫҫӗ, пӳрнесем хуҫланмаҫҫӗ, пуҫ ҫурӑлса тухасла янӑрать, урасем чӗтреҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Темӗн кӗшӗклет ӑна, темшӗн чӗри сиксе тухасла тапать ун.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
«Ай, ай, те ҫурӑм шӑмми, те хул калакӗ шатӑрах хуҫӑлчӗ — унтан та, кунтан та кинжалпа чикнӗн яшлаттарать. Пӗтрӗм, вилетӗп, хур-ах!» — урипе урайне тӑкӑртаттарса, сассине халь-халь юлашки сывлӑшӗ тухасла мӗкӗрттерет Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсир пирӗн Карла пӗлетӗр-и? — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те, йӑлтах шурса кайса, чӗтреме пуҫларӗ «Ҫапла эпӗ ӑна куртӑм», — терӗм эпӗ ун ҫине куҫа ҫӗклесе пӑхма хӑймасӑр; ман чӗрем сиксе тухасла тапрӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанласа Виталисем патне кайса тӗтӗрес, лешсем хӑваласассӑн та — унтах ларса юлас шухӑшӗ те ҫук марччӗ Нинӑн, анчах та калла сӗмсӗрленни калама ҫук ӑссӑрланнине чухласа илчӗ те, тутине, юн тухасла, шатӑрт ҫыртрӗ: тӑнне куллен-кун пӑраланӑҫемӗн пӑраласа пыракан шухӑш шурлӑхне татах та тарӑнраххӑн пӑчӑртатса анса кайрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кухня алӑкӗ умӗнче хӗрарӑм тарӑннӑн сывласа ячӗ, питне-куҫне тата ытларах витӗнтерсе чӗркерӗ, алӑка уҫрӗ те кухня витӗр, вут-кӑвар витӗр тухнӑ пекех, вирхӗнсе иртрӗ, килхушшине, урамалла чупса тухрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртса лартса, чӗри сиксе тухасла тапнине пусӑрӑнтарса, тротуар тӑрӑх хӑварт-хӑвӑрт утса кайрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ильсеяр чӗри кӑкӑрӗнчен сиксе тухасла тапма пуҫларӗ.Сердце у Ильсеяр забилось, словно хотело выскочить из груди.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.