Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тути (тĕпĕ: тута) more information about the word form can be found here.
— Сухаҫӑсем вара, пӗлетне, алӑ чӗтренипе кашӑка тути патне те илсе пыраймаҫҫӗ йӗркеллӗн.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аслашшӗн тути чӗлӗме пак-пак тутарни кӑна илтӗнсе тӑрать пӗр хушӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сасартӑках вӑл ятланине илтми пултӑм: унӑн тути хускалать, анчах сасси илтӗнмест: Ҫаплах пӑхатӑп ун ҫине, — куҫа та илмелле мар.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хам та ӗҫем-ха ывӑлусемшӗн — черккине тути патне илсе пычӗ Сӑпани.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫаплах аташать, куҫӗсем хупӑ, тути тем пӑшӑлтатать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӑкӑрӑлса тӑракан тути, ҫаврака янахӗ ачанни пек ачаш.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таттуҫ аппа тути патне илсе пынӑ вӗри чей чашкине сӗтел ҫине лартрӗ, хӗрӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫман усӑнчӑк тути ик еннелле сарӑлса кайрӗ, савӑнса кулнипе куҫӗ хупӑнсах ларчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тс-с… — пӳрнисене тути патне тытрӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан куҫ шӑрҫисем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑкланма пуҫларӗҫ, сайра мӑйӑхлӑ тути кулӑшла сарӑлчӗ:

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылайччен пӑхса тӑчӗ упӑшки ҫине арӑмӗ, хӑрах ывӑҫне тути патнех тытса, пуҫне пӑркаларӗ — шӑлӗсем тӑкӑнса пӗтнӗрен алли часрах ҫӑварне хуплама васкать ҫав…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тути ҫинче каҫ чуптунин тутлӑ пӗрчисем выляҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тути ҫинче хаваслӑ кулӑ пӗрчисем выляҫҫӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хулӑн тути юри ҫакса янӑ аш татӑкӗ пек усӑннӑ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сударь, мӗнле, шӳтӗн тути пылак-и?

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куля ҫывӑрать, тути вара йӑлтӑр та йӑлтӑр кулать.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куҫҫуль тумламӗсем, сӑмса хӗррипе юхса анса, чӗтрекен ҫӳлти тути патне ҫитеҫҫӗ те тута ҫинчен сиксе сӗтел ҫинех ӳкеҫҫӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тӗнчере кашнин хӑйӗн пурнӑҫ тути!

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пӗчӗк ҫӳхе тути те, пысӑк мар тӳрӗ сӑмси ҫак кунчченех хӗрлӗх кунӗсен ҫамрӑклӑхне упраҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑрҫӑ вӑрӑма кайсан, йывӑр ӗҫпе анис улма пек пит-куҫӗ тӗссӗрленсе илемсӗрленме, кашни каччӑ чуп тума ӗмӗтленекен чӑмӑр тути тӗс ҫухатма пултарать-ҫке-ха.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed