Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл ҫил-тӑвӑл тӑпӑлтарса ӳкернӗ армак-чармак хыр патне чупнӑ пек хӑвӑрт пычӗ те, сарӑ лӑсӑллӑ ҫӑра туратсене ялт! ҫӗклесе, тӗттӗм шӑтӑка вӗлт! ҫеҫ кӗрсе ҫухалчӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Делянкӑри ӗҫе пӗтерсен, каснӑ вырӑна тасатса, кӑмпаллӑ туратсене ҫунтараҫҫӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вутти-шанкипе туратсене укҫасӑр парса пулӑшнӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫӳлтен ҫыхнӑ пралук пат! ҫеҫ татӑлса кайрӗ — шӑнкӑрч вӗлли, алӑран вӗҫерӗнсе, туратсене ҫапӑнкаласа, шӑлтӑр-шалтӑр! сасӑ кӑларса, шӑннӑ ҫӗр ҫине хаплатса ӳкрӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑрман ҫулӗпе туратсене сиркелесе пынӑ хушӑра Ятламас пӗр япала ҫинчен ҫеҫ шутларӗ: мӗн пулса иртӗ-ши ӗнтӗ ялта вӑл кайнӑ хыҫҫӑн?
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Туратсене хуҫса-чӗлсе пӗтереҫҫӗ, чечексене татса ывӑтаҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫӳпӗлеҫҫӗ, варалаҫҫӗ.Ветки поломаны, цветы сорваны и растоптаны, кругом грязь, мусор…
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта Шахрун туратсене сиркелесе малалла ӳпӗнет, пуҫне чалӑштарать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫиелти хӑрӑк туратсене илсе пӑрахса, ҫак этем ҫӗр шӑтӑкне уҫрӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Старик хӑрӑк туратсене чӗр куҫҫипе хуҫать те вут ҫине пӑрахать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Лӑш канмасӑр вулӑ хыҫҫӑн вулӑ каса-каса антарать, туратсене иртет, хуҫать, виҫе-виҫе тӗрӗслет, шӑтӑк хыҫҫӑн шӑтӑк чавать, юпа хыҫҫӑн юпа лартать; куҫӗсем вӑрманӑн симӗс чӑпарлӑхӗпе тулса карӑнчӗҫ, хӑй хусканнипе-куҫнипе тухакан сасӑсенче чунӗ ӗнтӗркесе лӑпланчӗ тейӗн, — вӑл йывӑр ӗҫ арпашулӑхне пуҫӗпех путрӗ ӗнтӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Туратсене сирчӗ те Гент — курать: тискерчӗксем шалтах аптӑранӑран аллисемпе сулкалашаҫҫӗ; те хӗрсе кайсах тавлашаҫҫӗ, те — ракетӑсен тӗлӗнмелле сехӗрлентерӗвне пула — пӗр-пӗрне хӑйсен туйӑмӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Паллӑ мар ҫӑрӑлчӑкран сывлама кансӗрлекен йӳҫек шӑршӑ ҫапать, анчах туратсене хӑйсене ҫӗҫӗпе касман, ҫакӑ ҫул ҫӳревҫӗсене иккӗлентерчӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл Гентпа Стэнлие вӑрттӑн туратсене тӑсса кӑтартрӗ, хӑй вара куҫӗсене вилес умӗнхилле чарса пӑрахнӑ, пит-куҫне пӗркелентерет, кӗлеткине пӑркалать-хуҫкалать.Он протягивал к ним таинственные щепочки, закатывая глаза и корчась, как в смертных судорогах.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Умра вӗҫекен тӗрлӗ тӗслӗ такам- темскер курӑна-курӑна ҫухалать, туратсене силлеҫҫӗ, вӗсем вара тухатури чечексем ҫине шӗвӗ бриллиант пӗрчисене сапаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем туратсене иртрӗҫ, вулӑсене пӑчкӑпа касма пикенчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Икӗ аллипе туратсене вӑйлӑн, тӳррӗн уҫа-уҫа пырса ҫак вӑхӑтра вӑрмантан ҫул ҫине ҫын тухса тӑчӗ: така тирӗнчен ҫӗленӗ жилеткӑпа, — ӑна чӑпар сатин кӗпе ҫине сӑранӗпе пиччӗн тӑхӑннӑ; сӑрӑ шлепкепе; ту ҫинче ҫӳремелли ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑпа; хырӑнман, куҫӗсем вичкӗн-йӑрӑ, имшер те сӳрӗк питлӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Туратсене хуҫа-хуҫа лаша виле патне ҫывхарсах пырать.Обрывая ветки, лошадь подвигалась к трупу все ближе и ближе.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле — ҫине тӑрса, тимлӗн, васкавлӑн шырать, акӑ чиксе пӗтернӗ аллипе хуҫнӑ туратсене, шӑрпӑк пӗрчилле пӗчӗкҫӗскерсене, Нок умне хучӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӗм хыҫӗнчен тухсанах вӑл йӗпе туратсене аллипе именчӗклӗн сире-сире пыракан Геллипе тӗл пулчӗ.При выходе из кустов Нок встретился с Гелли, застенчиво отводящей рукой влажные ветви.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.