Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туймарӗ (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Ленаахӑйӗн ачалӑхне ӑшӑх путса татах тем ӑсса илчӗ, анчах сӗлпӗрленсе, кӑтӑш пулса выртакан Павӑл, канлӗн, таҫти ҫывӑхри икӗ вӗтӗ кайӑк чӗвӗлтӗтӗвӗпе тутлӑн тӗлӗре пуҫланӑскер, ӑна та, хӑй пуҫӗ тӗлӗнченех вертолёт пек вӗҫсе иртнӗ ҫӗлен лашин сӑлпӑркка ӗрлевне те тӑна хываймарӗ, ал тӳрчӗ ҫийӗн ҫуначӗсене саркаласа йӑпӑртатса иртекен кӑтка та туймарӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сасартӑк вӑл хӑй умӗнче нимӗнле йывӑҫ-тӗмӗ чӑрмавне-«картине» те туймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑмми-шакки те алли-ури сӑрӑлтатса лӑштӑрах кайнине пула пӑртак пусахланчӗ-ха, анчах, амутке, ыйӑхӗ тутлӑн канӑҫ парса пуснине пӗртте туймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшра «тинӗс кӑра хумханма» ытлашши сӑлтав та ҫук темелле, пурпӗрех вӑл хӑйне тӑнӑҫ та канӑҫ туймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫе таткаласа ҫирӗ, анчах сырлан техӗмлӗ сӗткенне пачах та туймарӗ, пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑш ҫаврӑнчӗ, ӑнланмалла мар туйӑмсем ҫуралчӗҫ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Каҫхине ӑшӑччӗ, халь, ир еннелле, сывлӑм ӳкнипе пулас, ҫанталӑк ҫӳҫентермеллех сивӗтрӗ, анчах хӗр ӑна туймарӗ, вӑл малалла ерипен, ҫурхи хӗвеле хӑратса ярасран шикленнӗн утса кайрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Лена пӳлӗмрен мӗнле сирпӗнсе тухнине те туймарӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Алли-ури ҫывӑрнине те, лапсӑркка пиҫен питне чӗпӗтнине те туймарӗ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Лупас тӑрне ҫӑмарта тума хӑпарнӑ шурӑ чӑх, паҫӑр хӑяр патне кайнӑскер, хӑй ҫине шиклӗн пӑхса тӑнине те туймарӗ.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Урсэкиен пичӗ ҫине ҫӗтӗк матрацран улӑм ванчӑкӗсем тӑкӑнчӗҫ, анчах Васыле кӑна туймарӗ те пулмалла.

На лицо Урсэкие посыпалась соломенная труха из прорванного матраца, но он не обратил на это внимания.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗрӗпе ӗҫленӗ пулин те, ывӑннине туймарӗ вӑл.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑй мӗн хушӑра ҫывӑрса кайнине те туймарӗ вӑл, анчах ыйхи ытла ҫӑмӑл пулчӗ, ҫумӑр сассипе те темиҫе хут вӑрана-вӑрана кайрӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫӑмӑлланнӑ хыҫҫӑн Лукарье ним ыратнине те туймарӗ, ывӑнни те иртсе кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальччен вӑл, йытӑсем йӑвашшӑн вӗрнине те туйса вӑранаканскер, кӗҫӗр пӗр вӑхӑта хаяррӑн вӗрнине те туймарӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ҫенӗкре хӑй мӗн вӑхӑт тӑнине сисмерӗ, сивӗпе алли-урисем кӳпчеме пуҫланине те туймарӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн ҫипуҫӗнче, пӳрт ӑшчиккинче вӑл хӑй ӗҫе кайнӑ чухнехинчен улшӑнусем пулнинех туймарӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ туймарӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл нихҫанхинчен хытӑрах тӑпӑртатрӗ, ури айӗнчи ҫӗре туймарӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, пулла алӑранах тартнипе тарӑхнӑскер, питҫӑмартийӗ хӗмленнине те туймарӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эпӗ ҫураннипе туймарӗ вӑл», — шухӑшласа пӑшӑрханчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed