Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тияккӑн the word is in our database.
тияккӑн (тĕпĕ: тияккӑн) more information about the word form can be found here.
Пӗррехинче пӗтӗм класпа ҫак юрра юрланӑ вӑхӑтра, тияккӑн пырса кӗнӗ пулнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тияккӑн «его преподоби» благочинная пулса иртни ҫинчен ҫырса систермесӗр ирттермен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑршу ан пултӑр сан паянтан шкулта! — тенӗ тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ӑҫтан пулнӑ этем, — ыйтнӑ пӗррехинче Вальккаран тияккӑн, ниепле ответ та пулас ҫуккине пӗлсех.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тияккӑн ҫынна тӑмран тунӑ тесе вӗрентнӗ, турӑ ӑна чун панӑ, тенӗ — куна ачасем ӗненнӗ (упӑтерен, чӑнах, епле ҫын пулма пултарӗ — куна ачасем мар, пысӑккисем те ӗненсех каймӗҫ).

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑн сӑлтавӗ урӑхларах пулнӑ иккен: тияккӑн благочиннӑй патне хут ҫырса янӑ, ачасене Эльгеев учитель ирӗке вӗрентет, хӑйӗн урокӗсенче ҫут тӗнче пулни ҫинчен каланӑ чух турӑ ҫинчен пӗр сӑмах та каламасть, тенӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурпӗр Вальккаран тулкки пулас ҫук тесе, тияккӑн: «Кахал! Наян!» — тенипех лӑпланчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Чӗркуҫленсе лар, мусульман ачи! — кӗпе ҫухинчен тӑратса, доска патне илсе кайса лартрӗ хайхи тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Лар, эппин, урайне, — ҫилленчӗ тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Лар апла пулсан пӑрҫа ҫине! — алӑк патнелле кӑтартрӗ тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа тияккӑн ирхи кӗлле вырӑсла каласа пама ыйтсан, вӑл ҫапла хуравларӗ:

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тур ӑс панӑ сана: иртнинче «Двойка. пулнӑ пулсан, паян сана «пятерка с плюсом» лартса парам, — терӗ тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыттисемшӗн примерлӑ пулма пӗчӗк Павӑла наказани пани ахаль иртмен: пурте пекех турӑ законне вӗренме тӑрӑшнӑ, тияккӑн килнине курсанах, пурте класа кӗре-кӗре вырнаҫса ларнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Турӑ законне вӗрентме тияккӑн эрнере виҫӗ кун ҫӳренӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Малашне те урок вӗренмесен сире, сармантейсене, сакайне хупса лартатӑп — шӑшисемпе пӗрле! — тесе урока вӗҫлерӗ тияккӑн, Кӗсле ялӗнчен тухнӑ чӑваш.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тияккӑн чӑлантан пӗр ҫӑкӑр чари илсе тухрӗ, тӗпне пӗр ывӑҫ пӑрҫа сапрӗ (пӑрҫи подрясник кӗсйинчех пулнӑ иккен), вара: — Лар, ҫакӑнта, чӗркуҫлен, кахал! — Павлуша кӗпе ҫухинчен ярса илсе чӗркуҫлентерсе лартрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Виҫ хут каламасӑр та илтнӗ, хӑлхасӑр ҫынсем ҫук кунта — малалла кала! — ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ Павлуш ҫине тияккӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гурий атте хӑй сӑмахне манман: тепӗр эрнерен шкула чӑнах та пӗр хаяр тияккӑн пырса ҫитрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуп тияккӑн аллинчен ылтӑнланӑ ҫаврака савӑт тата йӑлтӑртатакан кашӑк илчӗ.

Поп вынес из алтаря золоченую чашу и блестящую ложечку.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла вӗсем улпут ҫурчӗ патне ҫитнӗ, кунта вӗсене священникпа арӑмӗ хӑйсен пыл хурчӗсен пылӗпе, ырхан та кукша тияккӑн тата нимпе тураса та уҫмалла мар пӑтранса ларнӑ ҫӳҫлӗ причетниксем кӗтсе илнӗ.

Так достигли господского дома, тут дожидались священник с женою и с сотами от пчелок своих, тощий, плешивый диакон и причетники с волосами, которых расчесать не было возможности.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed