Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эрнепин хура куҫ харшийӗсем хӗп-хӗрлӗ сӑн-пите темле тирпейлӗх, ҫирӗплӗх тата вӑй парса тӑраҫҫӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эпӗ усал тесе ан шухӑшлӑр, — хуравларӗ Детрей, — чи кирлӗ тирпейлӗх — эсир манпа пӗрле пурри.— Не думайте, что я очень жесток, — ответил Детрей, — главный порядок в том, что вы со мной.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӳлӗмри тирпейлӗх ӑна шалтах тӗлӗнтерчӗ ахӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Пур ҫӗрте те тирпейлӗх хуҫаланать.
Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii
Уҫӑмлӑх, тирпейлӗх, япаласен аптекӑри пек тасалӑхӗ Людмила Ильиничнӑна яланах лӑпкӑлӑх кӳрет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Мӗн тери тирпейлӗх!
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Коммуналлӑ ырлӑх, подъездсемпе картишсенчи тасалӑхпа тирпейлӗх тахҫанах ӗнтӗ кулленхи пурнӑҫӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑнӑ.
Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/03/19/glava- ... aet-c-dnem
«Пилигрим» ҫинче кӑтартуллӑ тирпейлӗх хуҫаланчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Тирпейлӗх тӗлӗшпе хӗрачасемпе ӑмӑртма ҫук ӗнтӗ, Сергей Николаевич: пурпӗрех кая юлатпӑр.— Да уж с девочками насчет уюта лучше не спорить, Сергей Николаевич: обязательно проиграем!
2 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Пирӗн те нимӗнле тирпейлӗх те ҫук-ха, Митя.
2 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кӑмака хутса тирпейлӗх тытмашкӑн паян ӑна черет ҫитнӗччӗ.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫуртра тирпейлӗх тытасса вӑл халиччен аса та илместчӗ-ха: килен-каянсем ун патӗнче сайра пулаҫҫӗ, вӗсем те пулин арҫынсем кӑна.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫав курӑксем пӳрт ӑшчиккине уйрӑмах кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑ сарса тӑнӑ, ҫав пӗчӗк те таса ҫурт та, унти шӑплӑхпа тирпейлӗх те, темӗнле тӗлӗнмелле лӑпкӑ пурнӑҫпа пирӗн вӑхӑтра пурӑнакан икӗ ватӑ та — ку ҫурта килен-ҫӳренсен асӗнче ҫав ырӑ шӑршӑпах ҫыхӑнса-пӗтӗҫсе тӑнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗрмай кутӑнланакан, кӑнтӑрлаччен ҫывракан, хӑйне кичем пулнӑшӑн ӳпкелешекен Пуся ҫине тарӑхрӗ — вӑл вӗт вырӑна пуҫтарасси пӳлӗмре тирпейлӗх тӑвасси ҫинчен те шухӑшламасть.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кунта Андрей пирвайхи хут пӗлтӗр февральте пулнӑ чухнехи пек пысӑк тирпейлӗх пулман пулсан та, килти пекех канлӗх пулнӑ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Виҫесӗр тирпейлӗх чуна та ҫӳҫентерет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӳлӗмӗнче тирпейлӗх ҫукчӗ: чӑматанне уҫса пӑрахнӑччӗ, япалисем ӑҫта килнӗ унта выртатчӗҫ…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Тирпейлӗх те ытларах, — терӗ Тарантьев.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тупата, епле тавҫӑраймарӑн-ха ман патӑмра хӗрарӑм алли ҫеҫ ҫавӑн пек тирпейлӗх кӗртме пултарнине!Боже мой, да разве ты не догадался, что только женская рука могла навести у меня такой порядок?
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951