Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн тутисем хускалса илнӗ, темскер мӑкӑртатнӑ, пичӗ ҫинче тем тархаслани палӑрнӑ.Губы его шевелились и бормотали что-то, и на лице виднелось выражение покорной просьбы.
XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пирӗнтен пӗр ҫул кӗҫӗн пулсан та, ҫапла-и? — терӗ пӗррехинче Саша эп вӗсене военкома хам епле тархаслани ҫинчен, ҫара мар-тӑк, хуть пӗр-пӗр ҫар шкулне те пулин яма йӑлӑнни ҫинчен, ку ӗҫре хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта хам фронтра пулни ҫеҫ пулӑшни ҫинчен каласа парсан.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Полюшка хӗрелсе кайрӗ: хура куҫӗсене ҫутӑлтарса, хӗрлӗармеецсем кил хушшине мӗнле килсе кӗни, чӑхсемпе кӑвакалсене мӗнле тытни, асламӑшӗ киккирикне тӑм илтернӗ сарӑ автана та пулин йӑхлӑх хӑварма тархаслани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем тавра сентре ҫинчен сиксе аннӑ ачасем йӗрсе тӑраҫҫӗ, анчах хӑйсем мӗншӗн йӗнине те пӗлмеҫҫӗ, амӑшӗ ашшӗне йӗрес пек тархаслани, ӑна килтен яма хӑрани те ҫителӗклӗ пулчӗ пулас вӗсене.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тыткӑнрисенчен пӗри темӗскер ыйтрӗ, аллисемпе сулчӗ, вӑл темӗскер тархаслани, йӑлӑнни курӑнать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакна вӑл шӑп та шай мана хушрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пӗр тытӑнсан мӗн хушнине яланах питӗ тӗрӗс тунине, мана ҫав хушнӑ ӗҫе тӑвассинчен нимӗнле туйӑм та, нимӗнле тархаслани те пӑрса яма пултарайманнине вӑл лайӑх пӗлнӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
21. Сӑртсем ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хӳхлени, тархаслани илтӗнсе тӑрать: вӗсем хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑшӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манӑҫланӑшӑн йӗреҫҫӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мӗскӗн ҫын тархаслани Турӑ хӑлхине ҫитет; Унӑн тӳрӗ сучӗ васкасах ҫывӑхарать.6. Моление из уст нищего - только до ушей его; но суд над ним поспешно приближается.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
170. Эпӗ тархаслани Сан умна ҫитинччӗ; Хӑвӑн сӑмахупа хӑтарсам мана.170. Да придет моление мое пред лице Твое; по слову Твоему избавь меня.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2