Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн вирелле лайӑх выртакан ҫӳҫӗ тарпа йӗпеннӗ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Футболисчӗсем, тимӗрҫӗ лаҫҫин вучахӗнче хӗртнӗ лаша таканӗ пек хӗрнӗскерсем, е шуйхӑннӑ кӑткӑсем пек кускаласа, е пӗр тӗркеме тӗркемленсе хӗвӗшекен шӑна-пӑван евӗр тӗркӗшсе, тарпа ҫӑвӑнсах тӑваҫҫӗ хӑйсен ӗҫне.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
— Тарпа шӳсе ӗҫлесчӗ…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Сарӑ майки тарпа исленчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пурис, чӑм шыва ӳкнӗскер, хӑйне хиврен чаркӑчларӗ те ҫаплах каялла туртӑнса илчӗ, вара, хашка-хашка, чарӑнса тӑчӗ, хӑлхи-куҫне ҫивӗчлетсе, хӗрӗнсех тарпа касӑнакан куҫӗ умне ӳкнине сӑнама пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав кӑмӑл-туйӑмпах пӗрре кӗвелсе, тепре ҫивӗччӗн касӑлса амаҫури амӑшӗпе, аппӑшӗпе пӗрле колхозри тата килти кучӗ-пуҫӗсӗр пур ӗҫе те вӑхӑтлӑн, тӗплӗн, вӗри тарпа ҫӑвӑнсах меллесе туса пычӗ (сӑмах май, пур туртмалли-турттармалли, сухаламалли-сӳремелли ӗҫсене те уйрӑм калава тивӗҫлӗ Орлик ятлӑ хӑйӗн чи кӑмӑлланнӑ кунӗ, пӗр чӑхӑмсӑр кӑвак упус лашипе турӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тарпа йӗпе ӳтех сӑрхӑнни чире те ҫавӑрма пултарать, теҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗрӗн тарпа исленнӗ ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑл! туса кайрӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑлл тапранчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Манашкал тепӗр ансух!» — хутлӑ-хутлӑ намӑс сӑмах кӗрлеттере-кӗрлеттере, «йӗплӗ сурчӑк» лачлаттарчӗ вӑл ӑшӗнче «качтаки» ҫине, вара ҫиллине шӑнараймасӑр, ӳчӗ ҫумне лапах ҫыпӑҫса ларнӑ тарпа касӑхнӑ кӗпине пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗткелесе уйӑрауйӑра каллех пӗтӗм ӑш-вартан, ҫӑвар тулли усал сӑмах лаплаттарса хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫыннӑнне вӑрламан, мӗн пуррине йӑлтах хам алӑпа, хам тарпа тунӑ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Иксӗр те намазлык чикӗр сӑран хутаҫсене, йӗнер айне тиха какайӗ ытларах хурӑр — ҫул ҫинче тарпа пиҫтӗр.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна хам тарпа шӑварнӑ чухлӗ эсӗ шыв ӗҫсе курман.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет.
Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net
Тусанпа та тарпа вараланса пӗтнӗ Мултиер кӑн-кан пӑхҫа илчӗ те нимен те чӗнмерӗ, Чӗкеҫ тӑрса хаш сывларӗ те сак ҫине кайса ларчӗ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чечек, Чечек, ӑҫта васкатӑн, Ӑҫта унта эс сиктерен, Ма эсӗ ун халне лӑскатӑн, Ӑна тарпа халь витерен?
XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тем сасартӑк Утсем хар-хартлатса чӗвенчӗҫ, Тарпа ӳт-тирӗсем йӗпенчӗҫ.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Килте таса пурӑнманни кӗпинченех паллӑ, ун ҫухави тарпа варланса сӑран тӗслӗ пулнӑ.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.