Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) more information about the word form can be found here.
Кӑмака ҫӑварӗнчен вӑйланса тапса тухать те ҫутӑ чӳрече ҫине ӳксе куҫ кӗски пек ялкӑшма тапратать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗлетӗн-и, ывӑлӑм, ӑна саваканни Узин пулнӑ, Алюнана вӑл вӗлернӗ теҫҫӗ, — ура ҫине тӑрса, урайне тапса илчӗ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл урипе урая тапса илчӗ, аллипе сулчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аран илсе тухрӗҫ ӑна милици уйрӑмӗнчен, тапса та ҫапса ҫеҫ май килчӗ ӑна урама кӑларса яма.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин ҫатра купи тавра темиҫе хутчен ҫаврӑнчӗ, урипе те тапса пӑхрӗ, Алюнана шырарӗ, ниепле те лӑпланаймарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пулма пултарнӑ ача пирки шутланипе ухмаха ересси патнех ҫитрӗ Узин, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, пӗтӗм ӳтне тар тапса тухрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнан варӗнче ача пулнине аса илсен, ҫӳҫӗ вирелле тӑрать Узинӑн, хӑйне вӗрилентерсе ярать, пӗтӗм ӳт ҫине сивӗ тар тапса тухать, ҫамкаран шӑпӑртатсах юхать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ятлаҫма чарӑнмастӑн пулсан, — Кирей ҫиллессӗн урайне тапса илчӗ, аллипе сулкаларӗ, — сана тек итлесе тӑмӑн.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Мана шӑкӑр-шӑкӑр тӳмеллӗ хуткупӑс тыттарнӑ та, пуҫа усса, ура тапса, тӗрлӗ ташӑ кӗвви шӑрантаратӑп.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Тем пылакки тапса тухнӑ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Шӑнсах ҫитмен чӳречен ҫӳлти куҫӗнчен хӗвел ҫути тапса кӗрет.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Путас тесен те путаймастӑн, тӑвар ҫӳлелле тапса кӑларать.

Help to translate

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

Лесник кӑкӑрӗнче тем тапса сикме тытӑнать:

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ, ӗнсине хыпаласа тӑрсан-тӑрсан, тилхепене хӑвӑрт салтать, епресе выртакансене урлӑ та пирлӗ тапса туртсах ҫыхса лартать: урапа ӳречисем шӑт-шат кӑна туса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӑран кӗсрене апла та капла турткалакан, тилхепе вӗҫӗпе лашана шарт та шарт ҫапакан этем каплипех тарса ӳкес ҫуккине ӑнланать те, анса, чӑтлӑхалла тапса сикет.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем вӑрманҫӑ хулҫурӑмӗнче те вӑй ытлӑ-ҫитлех тапса тӑнине чухлаҫҫӗ пулас.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ алӑк уҫнӑ-уҫман ҫав Селендеев сана хирӗҫ йӑпӑр-йӑпӑр чупса пырать, йӑл-йӑл кулса алӑ тытать, сӗтел хушшине пырса ларса, сифонран тапса тухакан газлӑ шыв ӗҫтерет, вара эсӗ мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине питӗ сӑпайлӑн ыйтса пӗленҫи тӑвать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Терен, пуҫа ухса, ура тапса купӑс калаканскер, тути умне илсе пынӑ стакана курсанах ҫӑварне карса пӑрахать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Улӑхран килсен шӑмӑ сыпписене ҫемӗҫтерчӗ те аута тухсах кайрӗ вӗт тӗлли-паллисӗр тапса янӑ футбол мечӗкӗ пек.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен Христос, мотоцикла малти кустӑрминчен шарт! тапса, каяс еннелле ҫаврӑнса тӑрать.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed