Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавӑрнӑ (тĕпĕ: тавӑр) more information about the word form can be found here.
Егор Петровичӑн таса ятне 1989 ҫулхи октябрӗн 16-мӗшӗнче тавӑрнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Сӑра пулмарӗ вӗт, — салхуллӑн тавӑрнӑ Иванӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпе ҫаннине чавса таран тавӑрнӑ ҫирӗп аллипе клишене йышӑннӑ май Мукин шӳтлевлӗн: — Пулать-и? — терӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Ӳпкелеместӗп, — тавӑрнӑ ӑна Хӗветӗр.

Help to translate

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Хам та сисмерӗм, ман ума ҫаннине тавӑрнӑ хайхи этем тухса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Унӑн ашшӗн, Хӗветӗр Земляковӑн таса ятне вилнӗ хыҫҫӑн каялла тавӑрнӑ.

Help to translate

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

1935 ҫулта консерваторие аслӑ вӗренӳ заведенийӗн статусне тавӑрнӑ, ӑна ҫулталӑк маларах вилнӗ Леонид Собинов ятне панӑ.

В 1935 году консерватории был возвращён статус высшего учебного заведения и присвоено имя Леонида Собинова, умершего годом ранее.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Механически кӗреплесем ӑна утӑ тавӑрнӑ пек тавӑраҫҫӗ.

Механические грабли ворошат его, как сено.

Шурти вутӑлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл урӑх тум тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ иккен, пижама йӗмне брюкипе улӑштарнӑ, йӗм пӗҫҫисене атӑ ӑшне чикнӗ, тавӑрнӑ ҫаннисене антарнӑ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аякри алӑк уҫӑлчӗ те, коридор вӗҫӗнче пижама брюкине тата ҫаннисене тавӑрнӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын курӑнчӗ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫаннине кӑштах тавӑрнӑ.

Help to translate

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ хӑрах йӗмпӗҫҫи те ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурӑлса тухнӑ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Галя Андреева мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ҫитӗннӗ: 7 ҫулта кроликсем пӑхнӑ, амӑшӗпе «Мир» колхоз хирӗнче утӑ тавӑрнӑ, кӑшман, ҫӗр улми йӑранӗсене кӑпкалатнӑ, купӑста шӑварнӑ, 9-та ӗне сума хӑнӑхнӑ, 10-ра алсиш-чӑлха ҫыхма вӗреннӗ, 14-ра ашшӗпе вӑрман каснӑ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Арҫын ача, шурӑ пурҫӑн кӗпи аркине хура шӑлавар айне чикнӗскер, тавӑрнӑ ҫаннине кӑштах ҫӗклерӗ, чӗн пиҫиххине тӳрлеткелерӗ, юсанса тӑрса, Эльвира ҫине пӑхса илчӗ те юрласа ячӗ:

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл кӗске ҫанӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, шӑлавар пӗҫҫисене ура хырӑмӗ таран тавӑрнӑ, сӑран саппун ҫакнӑ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Малашне ача садне ҫӳренӗшӗн ашшӗ-амӑш тӳлекен укҫаран пӗр пайне каялла тавӑрнӑ чухне сахалтарах хут хатӗрлемелле.

Help to translate

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

— Ҫӗлен вӑрттӑн сӑхать, эп тӳррӗн калатӑп, апла тӑк ӑҫтан ҫӗлен пулам? — куларах хирӗҫ тавӑрнӑ Ажайкин.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вӑл хӑйшӗн тавӑрнӑ

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсен ялне ҫӗмӗрсе-ҫунтарса янӑшӑн, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене, ачи-пӑчисене, арӑмӗсемпе йӑмӑкӗсене вӗлерсе пӗтернӗшӗн вӗсене ирҫе ҫыннисем ҫапла тискеррӗн тавӑрнӑ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пихампар тавӑрнӑ ӑна.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed