Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнетӗп (тĕпĕ: сӗн) more information about the word form can be found here.
Поэма питӗ кӑсӑклӑ, унпа паллашма сӗнетӗп.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫавӑнпа эпӗ Мускава Атӑлӑн ку енӗпех кайма сӗнетӗп.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.

Предлагаю познакомиться с тем, как это произошло.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

— Ну, мӗнех, сана эпӗ юлташусемпе пӗр чӗлхе тупма сӗнетӗп кӑна.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӑн асаттемӗрсен мухтавлӑ йӑлисене малалла тӑсса хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн панӑ ҫынсене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса хисеп тума сӗнетӗп.

Предлагаю почтить минутой молчания тех, кто, продолжая славные традиции наших предков, отдал свои жизни ради будущего нашей страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сӑмахран, «Агростартап» проекта укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли калӑпӑша, федераци укҫи-тенки ҫумне республика нухратне хушса икӗ хут ӳстерме… сӗнетӗп».

Help to translate

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

— Заявлени ҫыртӑр, документсем патӑр, экзамена хатӗрлентӗр, кӗрет, — сӗнетӗп эпӗ.

Help to translate

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Халех ҫырса хума сӗнетӗп

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кузнецов ытла шала кӗме юраманнине тата Микулана хӑй пӗлсе ӗненме ирӗк пама кирлине аса илсе: — Ҫирӗплетсех калаймастӑп, Николай Степанович, анчах ыран сӑнама сӗнетӗп! — терӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ аслӑ уполномоченнӑя Платуна суйлама сӗнетӗп!

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам енчен эпӗ Лаврские тытма сӗнетӗп.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сире те ман пек пулма сӗнетӗп!

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сана та манма сӗнетӗп.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ытти пур хӗрсене те унран тӗслӗх илме, ун пекех хӑюллӑ пулма сӗнетӗп.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Паянтан сире чиркӗве хупма, тӑрринчи хӗресне илсе антарса, кунта клуб уҫма сӗнетӗп. Ҫав клуба пуҫтарӑнса, хаҫат-журнал вулӑр, ташлӑр-юрлӑр, савӑнӑр», — тенӗ.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Чӑваш Республикин Экономика министерствипе Чӑваш Републикин тарифсен патшалӑх службине ыйтӑва тарӑнрах тӗпчеме сӗнетӗп.

Help to translate

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Ҫавӑнпа эп сире халех Чалӑма куҫма сӗнетӗп.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан сывлӑхушӑн черкке пушатма сӗнетӗп, пирӗн хӗвелӗмӗр, пирӗн мухтавӑмӑр Али-Акрам хан!

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ак мӗн тума сӗнетӗп: ку ҫар тумтирне хамӑрӑн шанчӑклӑ ҫынсем халех Астрахане Измаил хан патне леҫчӗр.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed