Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑхӗшӗн (тĕпĕ: сывлӑх) more information about the word form can be found here.
Вӑл ача сывлӑхӗшӗн мар, хӑйӗн хулӑн тирӗшӗн пӑшӑрханчӗ.

Help to translate

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем хӑнана калиткене ҫитичченех ӑсатрӗҫ, хӑйсем Каюровсене питӗ юратни ҫинчен те, ачасене ытарайманни ҫинчен те, Надя чирленӗшӗн питӗ хурланни ҫинчен те, унӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен те, ун патне пырса курма вӑхӑт тупайманни ҫинчен те хытӑ пӑлханса, ах-ахлатса калаҫрӗҫ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля сывлӑхӗшӗн, тыт, Макар тусӑм!

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аркадий вара Рита сывлӑхӗшӗн уйрӑм сыпнӑ хыҫҫӑн сасартӑках «чалӑшрӗ»: Рита Романова тесе калаҫ вырӑнне Римма Ротанова тесе ячӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Халех вӑйран сулӑнас этем мар-ха эпӗ, — хӑйӗн ҫирӗп сывлӑхӗшӗн хӗпӗртесе каларӗ Ҫтаппан, Арӑмӗн аллинчен куркана тытрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку йӑхри медицина ӗҫченӗсем пӗтӗмпе 408 ҫул ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетмелле.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси – пархатарлӑ тивӗҫ.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Пӑртасри офис мӗнпур ӳсӗмри 1300 ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ.

Help to translate

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Унтан вара Али-Акрам, Мамич-Бердей тата ыттисен сывлӑхӗшӗн черкке пушатрӗҫ вӗсем.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухайри чи аслӑ мӑрса сывлӑхӗшӗн, чыслӑ та сӑваплӑ Юсуф князь сывлӑхӗшӗн!

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнпа чи малтан ун сывлӑхӗшӗн ӗҫер, хаджи.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗнӗ хан сывлӑхӗшӗн пултӑр!

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте ун сывлӑхӗшӗн аллаха кӗл тӑвӑр, пурте ӑна кӗтсе илме хатӗрленӗр.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсемпе иртӗхни салтаксен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ, ҫар хатӗрленӗвне чӑрмантараҫҫӗ тата шанчӑклӑ пӗрлӗхре пулмалла чух хирӗҫӳсем кӑларма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Халӑх сывлӑхӗшӗн кунта Вероника Тимофеева врач тата Светлана Лаврентьевапа Альбина Колпакова медицина сестрисем тата Татьяна Сканькова тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Министр шухӑшӗпе, ГТО - ятарласа палӑртнӑ тӗллев мар, унӑн тӗрӗслевӗ витӗр тухса ҫынсен хӑйсен пултарулӑхне хакламалла, ҫапла вара физкультурӑпа туслашса харпӑрхӑй сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ачу сывлӑхӗшӗн пултӑр.

Что ж, за здоровье новорожденного.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси партин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Хирти Явӑш, Чӑваш тата Тутар Элпуҫ ялӗсенче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать.

Help to translate

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Сталин юлташ сывлӑхӗшӗн ӗҫер.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed