Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрме картишӗн сывлӑшӗпе хӑрӑлтатса сывлакан ҫынсен савӑнӑҫӗ халӗ — хӑрушӑ юлашки кун тертленӗвӗшӗн чи пысӑк парне.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӗтел хушшинче ларакансен умне ӗшенчӗклӗн сывлакан, хӑйӗнпе кӑмӑллӑ Тергенс кӗрсе тӑчӗ; урисем чӗр куҫҫи таранах шурӑ тусан ӑшӗнче, кӗпи ҫаннисем акшар тусанӗпе вараланнӑ, мӑйӗ вара тарланипе хуралнӑ; вӑл кӗтесре выртакан парусин тумтире илчӗ те хывӑнса тӑхӑнма тытӑнчӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хурлӑх, хуйхӑ сывлакан ҫын сассинче, Тен, кӗтет хӑйне вӑл пулӑшма.
«Юратап уй-хирӗн ылтӑн пуссине…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 28 с.
Гоан чарӑнчӗ, ӑна хашкаса сывлакан Дэзи хӑваласа ҫитрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Шӑрӑхпа тата хумханнипе пӳлӗне-пӳлӗне сывлакан хуҫа аптӑрасах ҫитрӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Операци шутсӑр ӑнӑҫлӑ иртнине пӗлсен Дэзи хӑйӗн пӗчченҫӗ тасалӑхӗ сывлакан пӳлӗмне таврӑнчӗ, ларса шӑппӑн макӑрчӗ; халичченхине чӗрсе хуратакан юлашки тӗл пулӑва сапӑр хӑюлӑхпа каймашкӑн ҫуллахи чи капӑр кӗпине тӑхӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Сад ӳснӗ те — пурӑнать; курӑнми ҫӗр чечекленет те — пурӑнать; ҫӗр айӗнчи вӑйсем хӑйсен куҫӑмӗн веерӗсене ӑшӑпа сывлакан тӗтре ҫине сара-сара хураҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
— Сӑнран, тен, халӗ эпӗ лӑпкӑ-тӑр, анчах мана сирӗнпе юнашар пӑчӑ, тӑвӑр; эсир сывлакан сывлӑш мана йӗрӗнтерет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Сӑлӑп чанклатрӗ те — таса мар, лутрашка, ҫав хушӑрах ҫутӑ пӳрте йывӑррӑн сывлакан, кӑштах шикленчӗк, йӗп-йӗпе те шуранка хӗр кӗчӗ; хӑй шлепкепе — вӑл ҫумӑрта лӳчӗркенсе сӑнсӑрланнӑ, айккинелле чалӑшнӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Чӑтлӑх вӑрманпа лӑпкӑ шывӑн тӗтреллӗ пӑсланӑвӗпе евӗклӗн сывлакан, утнӑран кӗренленнӗ каҫ сӗмлӗхе юхан шыв еннелле васканӑ май Нок кӑмӑлне пӑшӑрхану ҫавӑрса пусарчӗ, вӑл сисӗнмеллех вӗчӗрхенет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
«Марианна» пуш-пушӑ, груз тиемелли ватерлиние сенкер шыв ҫийӗн ҫӳлелле каҫӑртнӑ; ҫав тери хуйхӑллӑн та мӗскӗннӗн, пӗтем кӑкӑрӗпе ассӑн сывлакан чӗрӗ чун пек — рейдра чӳхенсе тӑрать; унӑн вӑйлӑ рейисен хушшинче кирлӗ мар ҫил шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӗрин сывлакан ҫынсем ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ…
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хал пӗтсе пынӑ май вӑл, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ аптӑрипе пашкаса сывлакан Ионӑна кӑкӑрӗнчен нимӗне пӗлмесӗр темиҫе хутчен тӑрӑнтарнӑ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хуралса пӗтнӗ, хашӑлтатса сывлакан паровозпа икӗ платформӑна пӗрремӗш ҫул ҫине илсе тухаҫҫӗ.Грязный, сопящий паровоз и две платформы были выведены на первый путь.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл ҫав самантрах вӑранчӗ те урапа умӗнче хитре кӑвак форма тӑхӑннӑ хӑвӑрт чупнӑран пашкаса сывлакан Альфреда асӑрхарӗ.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Варвара Петровна, наркотизатор, асаплӑн сывлакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫинчен простынь кӗтессине мӑйӗ таран сирчӗ те шампа хырӑмлӑ савӑтӑн пӗчӗк ҫӑварӗнчен эфир шӗвекӗ юхтарса ҫӗнӗ маска йӗпетрӗ, унтан ӑна, киввине сӳсе пӑрахса, матрос ҫамки ҫине хучӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Горыныч-ҫӗленӗн вут-хӗм кӑларса сывлакан ҫӑварӗ е пуҫӗ — боличӗ хӑй пулать, пӗлӗт тӑрӑх хывӑнса юлакан вут-хӗмлӗ йӗрӗ — унӑн вӑрӑм хӳри пулать.Самый болид — голова или огнедышащая пасть Змея-Горыныча, а след на небе — его длинный хвост.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хӗвеланӑҫ Европӑра вут-хӗм кӑларса сывлакан ҫӑварлӑ, йӑлтӑртатса тӑракан вӑрӑм хӳреллӗ дракон ҫинчен юмах хывнӑ.На западе сложились сказки о драконах с огнедышащей пастью, с длинным огненным хвостом.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пыр ҫавӑн пек ҫын патне, уҫ унӑн алӑкне, — сан ҫине ҫавӑнтах виле шӑрши персе тухать, ху сывлакан сывлӑша темле кӑвакӑш калакан ирсӗр шӑршӑ ҫапать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алак яри уҫалчӗ те, класа таманпа шап-шура хупӑрланнӑ, паш-паш сывлакан Никандр вӑркӑнса кӗрсе тӑчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.