Шырав
Шырав ĕçĕ:
Поречнӑй урам тӑрӑх чи лайӑх ҫуртсем хитрен йӗркеленсе ларса тухнӑ, — сенкер тӗслисем, хӗрлисем, симӗссисем, пурин те пекех пӗчӗк сачӗсем пур, — шурӑ ҫурчӗ земски управа председателӗн, Фогелӗн, ҫурт ҫийӗ пӗчӗк башньӑллӑ; хӗрлӗ кирпӗчрен купалани, сарӑ кантӑк хупписемли — хула пуҫлӑхӗн; кӗренрех хӗрлӗ тӗсли — протоиерей аттен, Исаия Кудрявскин, лерелле татах каппайчӑк та килӗшӳллӗ тӑп-тӑп ҫуртсем таҫта ҫитиех ларса кайнӑ — вӗсенче влаҫсем хваттерте тӑраҫҫӗ: ҫар начальникӗ Покивайко, ҫав тери юрлама юратаканскер, — мӑйӑхӗсем пысӑк пулнӑшӑн тата хӑй тачкишӗн ӑна кунта Мазепа тесе ят панӑ; куланай инспекторӗ Жуков, тӗксӗм ҫын, чарӑна пӗлми ӗҫкӗпе супса аптраканскер; земски начальник Штрехель, театра юратаканскер тата драматург; исправник Карл Игнатьевич Вормс тата савӑкран та савӑк тухтӑр Ряхин, комедипе драмӑна юратакансен вырӑнти кружокӗн чи лайӑх артисчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Санӑн аҫу та, мучу та патшана служить туман, — тесе пӳлсе каларӗ Дутлов, — эсӗ ху та, улпутсене те, халӑха та усӑ кӑтартман, ӗҫкӗпе супса ҫуренӗ кӑна, ачусем те уйӑрӑлса пӗтнӗ санран.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Эпӗ вӑл кайнӑ хыҫҫӑн вӑрахчен хама хам ниҫта вырӑн тупма пӗлмерӗм, пӗлнӗ вырӑнсем тӑрӑх сӗлкӗшлӗн супса ҫӳрерӗм, ялтӑркка лӗпӗшсем вӗркӗшекен хӑйӑр лапамӗ ҫинче вӑрахчен лара-лара ирттертӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кун чухлӗ пурӑнса ҫавӑн пек супса лӗпӗртетнине илтнӗ-и эсӗ?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Нестеренко эпӗ шутланӑ пек ӗҫсӗр супса ҫӳрекен этемех мар иккен, вӑл хулара та виҫӗ ҫынна тытнӑ: Модестов учителе тата темле икӗ ҫынна.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Рабочисем ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланса, пылчӑк ӑшӗнче пурӑнса, ӗҫкӗпе супса, питӗ лайӑх пир-авӑр тӗртеҫҫӗ; вӗсем те, пӗтӗмӗшпе илсен, темле уйрӑм, кашни мужикӑнах пулакан кӑткӑс мар, хуҫалӑхла чеелӗхсӗр, уҫҫӑнах палӑрса тӑракан ухмахлӑх ӑшне путнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӗҫсӗр супса пурӑнакан Горицветов та йӗрӗнмелле ҫын пулнӑ; вӑл вӗршӗн пек вӗлтлетсе ҫӳренӗ, кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ, куҫран ҫухалнӑ, унтан каллех пырса тухнӑ та, пурин ҫине те хаяррӑн, пӗчӗк йытӑ пек сиксе ӳкнӗ, хӑйӗннех кӑшкӑрнӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Килне вӑл хӗпӗртесе тавӑрӑнӗ-ши е йӑлтах супса килӗ-ши?
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Рабочисенчен нумайӑшӗ, ӗҫпе супса ҫитнипе пурин ҫине те пӗр пек пӑхаканскер, сӳрӗккӗн кӑна: — Нимӗн те пулмасть, — ӑҫтан май килтӗр? — тет.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурте Паганельшӗн алӑ супса ячӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Лашасене ҫаптарма кирлех те мар — мӗскӗн выльӑхсем ахаль те мӗнпур вӑйран супса пыраҫҫӗ.Не нужно было подстёгивать лошадей: бедные животные и так мчались изо всех сил.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ пур пӗр вӗҫӗм чарӑнса ларнӑ юмахрах супса ҫӳретӗп.
Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.
Ӗмӗтсемпе супса ҫӳресе хӗвел те анӑҫ енне сулӑнчӗ.Пока ходил и размышлял об артистах, солнце склонилось к закату.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Анчах кӗҫех теветкел командир тунсӑхлама тытӑнчӗ, сӑнӗпе салхуланса, хӑй нумай пулмасть ӗҫсе супса, асса-пӗссе ҫӳренисене пачах маннӑ пек пулчӗ.Но вскоре бравый командир заскучал, помрачнел и почти совсем забыл о недавних развлечениях.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична вилнӗ хыҫҫӑн килте тулли влаҫлӑ пӗртен-пӗр хуҫа пулса юлнӑ Кошевой, хуҫалӑха йӗркене кӗртсе ҫитерес тесе, пушшех тимлесе тӑрӑшмалла пекчӗ те, анчах, чӑннипе илсен, пач та апла пулмарӗ: Мишка кунсерен сӳрӗкрех ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӑтӑшах таҫта тухса кайрӗ, каҫсерен, хӑйне канӑҫ паман шухӑшӗсемпе супса, мӗн ҫӗрлеччен крыльца ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Степной колхоз председателӗ ӗнертенпех районта супса ҫӳрет иккен, хӑҫан таврӑнасси те паллӑ мар.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ, тӗрлӗ ӗҫпе супса ҫӳресе, унпа калаҫтармарӑм.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ирхине тӑххӑртан пуҫласа каҫхине улттӑччен пурӗ те ҫакӑнта супса тӑрасса ҫех пӗлетӗн.С девяти утра до шести вечера только и знаешь, что торчишь здесь.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Виҫӗм кунхине ун патне Николай Недкович пырса кӗчӗ те, черешньӑ вулли шыра-шыра йӑлтах супса ҫитрӗм, тупса пулмарӗ, тесе сӑмах хускатрӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кичемлӗхпе супса, вырӑссем тӗрӗс тӑваҫҫӗ, — терӗ Катерина Васильевна, — мӗн ӗҫ пур-ха вӗсен? — вӗсен ним тумалли те ҫук; вӗсен аллисене усса лармалли ҫеҫ юлнӑ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.