Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юханшыв ҫийӗн хура кӑвак хумсем чупаҫҫӗ, каҫхи сулхӑнпа йывӑрланнӑ сывлӑш ҫӑралать.Река катила темно-синие волны; воздух густел, отягченный ночной влагой.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Сетраков хуторӗ каҫ пулас умӗнхи сулхӑнпа сывлать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫул айккисемпе шинель ҫийӗнчен плащ-палатка пӗркенсе янӑ, ҫӗрлехи сулхӑнпа ӗнтӗркесе кайнӑ часовойсем ҫӳренӗ.По обочинам дороги ходили в накинутых поверх шинелей плащ-палатках продрогшие за ночь часовые.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫав йынӑшу чӗрене хайӑрса кӑларас пек илтӗнет, ҫынсем вара, шарт сиксе вӑранса, пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ те тӗттӗмре енчен енне сӑр халпа кӑтӑш пулаҫҫӗ, хӑрушӑ тӗлӗксемпе аташаҫҫӗ, каҫхи сулхӑнпа ҫӳҫенсе вӑранаҫҫӗ, сивӗ ҫил ҫинче ӗнтӗркеҫҫӗ.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта ӑшӑ пӗтӗм кӑкӑра кӗрсе тулать: ку вара фантази хускатса янӑ чӗре таппи кӑна мар, ҫук, вӑл вӑхӑтра пӗтӗм кӑкӑра уҫӑ, ҫӑмӑл пек туйӑнать; ку вӑл этем сывласа пурӑнакан атмосфера улшӑннӑ чухнехи пек, сывлӑш чылай таса пек, унта кислород питӗ нумайланса кайнӑ пек туйӑнать; ку вӑл хӗвеллӗ ӑшӑ кунта пулакан туйӑм евӗрлӗ, ку вӑл хӗвел питӗнче хӗртӗннӗ чухнехи туйӑм пек; анчах пысӑк уйрӑмлӑх пур, вӑл — сулхӑнпа ӑшӑ нервсенче хӑйсенче аталанни, нервсем хӑйсен пулӑшакан элеменчӗсемпе вӗсен ачашлакан вӑйӗсене пӗр салатмасӑр йышӑнни».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каҫ пулнӑ тӗле Дубцов бригадине ҫитетӗп, Куприяновна мана каҫхи апат ҫитеретех, ҫӗрле вара, сулхӑнпа, станицӑна ҫитетӗп.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав кун манан служба ӗҫӗсемпе кӳршӗри местечкӑна ҫитсе килмеллеччӗ, эпӗ вара унта ирхи сулхӑнпа, сакӑр сехетсенче, юланутпа тухса кайрӑм.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӗрӗ вара пӗчӗк кӗрӗкӗпе чӗркеннӗ те, яланхи пекех, эпӗ килессе кӗҫӗн алӑк патӗнче кӗтсе тӑрать; уйӑх унӑн каҫхи сулхӑнпа кӑвакарнӑ пӗчӗк те чипер тутисене ҫутатать.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
24. Тӗтре тухать те — вӗсене часах сыватать; сывлӑм ӳкет те — шӑрӑха сулхӑнпа пусарать.24. Но скорым исцелением всему служит туман; появляющаяся роса прохлаждает от зноя.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2