Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салхулӑх the word is in our database.
салхулӑх (тĕпĕ: салхулӑх) more information about the word form can be found here.
Вӑл харлаттарнипе таврана темле салхулӑх сарса илет.

Ее глухой храп навевал уныние.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Шухӑш ҫакӑнтан малалла аталанмарӗ, ӑна пӗтӗмпех пусса лартакан салхулӑх та ӑш пӑтраннинчен килнӗ туйӑм хупласа хучӗҫ.

А дальше мысль не развивалась, утопая в томительном унынии, вязком чувстве тошноты.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫынсен сӑн-питӗнче темле салхулӑх, парӑнса пусӑрӑнни палӑрчӗ, шав лӑпланчӗ, ҫӗре путнӑ пекех пулса тӑчӗ.

Что-то угрюмое и подавленное появилось на лицах, шум смолкал, понижался, точно уходил в землю.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тахҫан хӗрлӗ пулнӑ кӗпин тикӗтпе вараланса пӗтнӗ ҫухи уҫӑлса кайнӑ та, ун айӗнчен хытанка хулпуҫҫи шӑмми тата кӑкӑрӗ ҫинчи хура ҫӑмӗ курӑнать, — унӑн пӗтӗм кӗлеткинче халӗ салхулӑх, хурлӑх палӑрать.

Раскрытый ворот пропитанной дегтем, когда-то красной, рубахи обнажал сухие ключицы, густую черную шерсть на груди, и во всей фигуре теперь было еще более мрачного, траурного.

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Курт Вернерӑн чӗрине кичемлӗхпе салхулӑх тулса ларчӗ.

Тоска заливала сердце Курта Вернера.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вӑл кулса ячӗ, анчах ун кулли сасартӑк чарӑнчӗ, хӑйӗн сӑмахӗсемех ӑна тӗлӗнтерсе янӑ пек, вӑл сиккеленмесӗр ларчӗ, куҫӗсенче вара, ахаль чухне ҫав тери хаваслӑ та савӑнӑҫлӑскерсенче, темӗскер вӑтаннӑ пекки ҫеҫ те мар, салхулӑх та вӗлтлетсе иртрӗ.

Она засмеялась, но смех ее внезапно оборвался — и она осталась неподвижной, как будто ее собственные слова ее самое поразили, а в глазах ее, в обычное время столь веселых и смелых, мелькнуло что-то похожее на робость, похожее даже на грусть.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Кӑштах ҫамрӑкрах пулнӑ пулсан — йӗрсе ярӗччӗ вӑл кичемпе салхулӑх пуснӑран, ҫилленнӗрен: ун чӗрине эрӗм йӳҫҫи пек йӳҫлӗх ҫунтарса тӑрать.

Будь он несколько помоложе — он заплакал бы от тоски, от скуки, от раздражения: горечь едкая и жгучая, как горечь полыни, наполняла всю его душу.

Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫак пӑшӑрхану, ҫак салхулӑх пӗтӗмпех хӑйне евӗрлӗ выҫлӑх вӑл.

Ведь эта тревога, эта грусть, ведь это просто своего рода голод.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унта пурте тулли, уҫӑмлӑ, хӑйпе хӑй киленет, тесшӗн эпӗ, — эпир ҫакна ӑнланатпӑр та ун ҫине юратса пӑхатпӑр, ҫав вӑхӑтрах вӑл, тепӗр тесен, — ман ӑшчикре, яланах темле канӑҫсӑрлӑх, темле шиклӗх тата салхулӑх вӑратать.

Всё в ней так полно, так ясно, я хочу сказать, так удовлетворено собою, и мы это понимаем и любуемся этим, и в то же время она, по крайней мере во мне, всегда возбуждает какое-то беспокойство, какую-то тревогу, даже грусть.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пысӑк хупах Гленарван пичӗсем ҫинче ӗмӗрне пулман салхулӑх йӗррисене кӑтартрӗ.

Горе придало чертам лица Гленарвана выражение необычайной суровости.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Тен, вӗсенчен хӑшӗ те пулин Дон ҫине тухса каять?» — шухӑшларӗ Григорий, салхулӑх пуснипе пуҫне усӑнтарса.

«Может, какой в Донщину сейчас пойдет?» — подумал Григорий и поник под частыми уколами тоски.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иртни-тахҫанхи япала, салхулӑх таврӑнчӗ.

Вернулось давнишнее, тоска.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Бассем, хулӑн ҫемҫе сасӑпа салхулӑх сараҫҫӗ.

И басы стелют бархатную густую печаль:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хӑйӗн юлташӗсем нумай сасӑллӑн харлаттарса ҫывӑрнӑ май ҫав нӑрӑлтатӑва итлесе выртать те, унӑн пӗтӗм кӗлеткине чул пек йывӑр салхулӑх ҫунтарма тытӑнать.

Григорий, прислушиваясь в многоголосом храпе к ее звону, чувствовал, как исходит весь каменной горючей тоской.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салхулӑх сарса ҫӳрет, мур илесшӗ.

Проклятый, в тоску вгоняет.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян вара унӑн яра кунах пӗччен ирттермелле, ҫакан ҫинчен шухӑшласа илчӗ те, ӑна салхулӑх ҫатӑрласа лартрӗ, пуҫне ӑнланмалла мар, темле килпетсӗр те ниме тӑман шухӑшсем сӗкӗнме тапратрӗҫ.

Теперь же он с тоской думал, что впереди — целый день одиночества, и в голову ему лезли все такие странные, неудобные и ненужные мысли.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Нимӗнле пылчӑк, салхулӑх, пурнӑҫӑн тӗксӗм пӗрешкеллӗхӗ ҫукчӗ, ӳт-пӳре хаваслӑхчӗ, чун-чӗре таса та ҫутӑ, вӑл ним шухӑшсӑр савӑнӑҫпа вылять.

Не было грязи, тоски, однообразия жизни, в теле чувствовалась бодрость, душа была светла и чиста и играла бессознательной радостью.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Питӗ те ҫамрӑк ҫынсен час-час пулнӑ пекех, Ромашовӑн та хӑй ҫинчен шаблонлӑ романсен сӑмахӗсемпе кӑшт кулӑшларах та кӑшт айвантарах шутлас — виҫҫӗмӗш сӑпатра калас йӑла пурччӗ, ҫавӑнпа халӗ те: «Унӑн ырӑ, палӑрӑмлӑ куҫӗсем салхулӑх пӗлӗчӗсемпе карӑнса ларчӗҫ», — терӗ вара вӑл хӑй ӑшӗнче.

И так как у Ромашова была немножко смешная, наивная привычка, часто свойственная очень молодым людям, думать о самом себе в третьем лице, словами шаблонных романов, то и теперь он произнес внутренне: «Его добрые, выразительные глаза подернулись облаком грусти…»

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫак ҫуртран тухса кайнӑ чух алӑк хупӑнса юлсан, ун чунне вара салхулӑх шӑнтса пусать, хӗрхенмест, алӑк хупӑнни те вилнӗ ҫынна асӑнса чан ҫапнӑ пек илтӗнсе юлать!..

Как холодно, неприветливо и зловеще, словно удары клепала, возвещающие о смерти человека, пронизывали его душу эти звуки, когда он уходил и ворота захлопывались за ним!..

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм салхулансах ларма юратмасть пулас: анчах вӑл темӗн чухлӗ хӑпма тӑрӑшсан та, салхулӑх унран хӑпасшӑн марри курӑнать.

Видно, что молодая дама не любит поддаваться грусти; только видно, что грусть не хочет отстать от нее, как ни отталкивает она ее от себя.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed