Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салхуллӑ the word is in our database.
салхуллӑ (тĕпĕ: салхуллӑ) more information about the word form can be found here.
Вӑл темшӗн сасартӑк салхуллӑ пулса тӑчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Нина темшӗн сасартӑк салхуллӑ пулса кайни ӑна кӳрентерчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

…Черченке пӳрнесем, клавишсем тӑрӑх чупса, салхуллӑ та ачаш сасӑсем кӑларчӗҫ, пӳртре сасартӑк юрӑ пуҫланчӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл темшӗн салхуллӑ пек туйӑнса кайрӗ, ҫаплах ҫав икӗ тополь ҫинелле пӑхса ларчӗ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫапах та эсир, эсир паян, темскер, кунӗпех салхуллӑ

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Эсир темшӗн паян салхуллӑ пек, Татьяна Васильевна, — сӑмах хушрӗ Ванькин.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Виолончелӗн салхуллӑ сасси ҫумне Таня скрипки хутшӑнать, оркестрти пур сасӑсене те айккине сирсе ярса, хӑй кӑна янӑрама пуҫлать.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Халь ӗнтӗ ҫырма ларсан та манӑн ҫавӑн пек хура та салхуллӑ сӑнсемсӗр, шухӑшсемсӗр пуҫне нимех те тухмастчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнчи вӑрмана та, лӑпкӑн, анчах тарӑн вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗрекен вӑрмана та, ҫуркунне ҫулҫӑ саракан ешӗл катасене те, кӗркунне ҫулҫӑ тӑкакан салхуллӑ катасене те кӑтартать композитор.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальскин сӗрме купӑспа е рояльпе каланӑ чухне кирек хӑҫан та темшӗн салхуллӑ пекчӗ, ҫакӑ Аньӑна пушшех те килӗшетчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кайран вара ӗмӗрӗпех пӑшӑрхануллӑ, салхуллӑ ҫынсем пулса юлаҫҫӗ, пурнӑҫ — симфони ҫырасси кӑна мар, урӑх япала иккенне… ҫаплах тӗплӗн ӑнланса илеймеҫҫӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Савӑнӑҫлӑ ҫынсем хушшинче салхуллӑ ларни килӗшмест.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Анук, эс мӗншӗн салхуллӑ? — ыйтрӗ Тарас унран.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Мӗншӗн сӑну салхуллӑ, Куҫу-пуҫу пит тӗксӗм?

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Уйӑх витӗр уй курӑнать» — юрӑ сӑмахӗсем каллех аса килчӗҫ, анчах халӗ ҫав салхуллӑ юрӑ сӑмахӗсем мана хурлантармарӗҫ, савӑнтарчӗҫ кӑна.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Юлашкинчен пуҫне пӗлӗтелле пӑлхавлӑн ҫӗклерӗ те, такама ӳпкеленӗн, такама йӑлӑннӑн, ытла та салхуллӑ, ӳпкевлӗ саспа вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн макӑрса ячӗ: «Ме-ке-ке-ке-ке-е-е-е-е-е-ееек!»

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Мӗншӗн салхуллӑ эсӗ, Клава?

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унӑн хура хӑмӑр куҫӗсем салхуллӑ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑрман тӑрӑх пӗрре савӑнӑҫлӑ, тепре салхуллӑ юрӑ чӗрене ҫӗклентерсе те ыраттарса, кайӑксен ҫепӗҫ юррипе пӗрлешсе таврана саланчӗ.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑшӗн ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ, салхуллӑ куҫӗ Маринене темшӗн хурлантарчӗҫ, вӑл килӗшсе пуҫне сулчӗ.

Help to translate

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed