Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саламласа (тĕпĕ: саламла) more information about the word form can be found here.
Асанкасси культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юбиляра саламласа хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ.

Help to translate

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вася Белкин, факультетри комсомол секретарӗ, нумай та пулмасть пире саламласа питӗ тарӑн идейӑллӑ сӑмах каланӑскер, мана кӑкӑртан тытса силлеме тапратрӗ:

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑрман пек кашласа алӑ ҫупрӗ филармони залӗнчи халӑх ҫамрӑк композитора саламласа.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӗсем округ чысне республика шайӗнче те тивӗҫлӗн хӳтӗлессе шанатӑп, — терӗ Александр Николаевич пуҫтарӑннисене саламласа.

Help to translate

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑл пуҫтарӑннисене ҫывхарса килекен уявсем ячӗпе саламласа округӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ.

Help to translate

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Чатӑр патӗнчи ҫарҫыннисемпе халӑх государе хыттӑн саламласа кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ларсан-ларсан, Игнат Васильевича ферзь лартса патӑм, илсенех саламласа алӑ парӑп ӑна.

Help to translate

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Чылай ҫул Елчӗк шкулӗнче педагогра тӑрӑшнӑ ӗҫ ветеранне шкул представителӗсем те саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Help to translate

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ҫак ятпа вӗсене саламласа совхоз администрацийӗнчен телеграмма ҫитрӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗр-хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламласа хӑйӗн сӑввисене вуларӗ.

Help to translate

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Эпир ӑна ҫак уяв ячӗпе ӑшшӑн-ӑшшӑн саламласа чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, тапса тӑракан вӑй-хал сунатпӑр, ҫемьере яланах килӗшӳ, ӗҫре ӑнӑҫу пулччӑр, ҫывӑх ҫыннусен ӑшшипе киленсе нумай-нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Help to translate

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Хамӑрӑн хисеплӗ ҫыннӑмӑра юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламласа ҫапла калатпӑр:

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ӗҫе тытӑнтӑмӑр — ҫук, сехет ӗҫлерӗмӗр — ҫаплах курӑнмасть, икӗ сехет иртсен, йӗп-йӗпе тарланӑскер, пире саламласа сывлӑх сунсанах, каҫару ыйтса, сӑлтавне калама тытӑнчӗ:

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫавӑнпа вӗрмен, пӗлекен ҫынна курнипе саламласа питрен ҫуллама пикеннӗ иккен.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ.

К Володе пришли Дед Мороз со Снегурочкой, поздравили с Новым годом и подарили сладкий подарок.

12-ри Володьӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: вӑл юр тасатакан машинӑпа ярӑнса курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33837.html

— Килях, килях! — вашаватлӑн саламласа чӗнчӗ вӑл.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑмпуҫ ҫутине саламласа, хаваслӑ та илемлӗ юррине шӑрантарма тытӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлан утпа укӑлча хапхинчен пӗрерӗн-икшерӗн кӗрекенсене ку хӑйсене пӗтӗм ял халӑхӗ саламласа кӗтсе илнӗ пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗсене чи пӗрремӗш саламласа уяв марафонне мӗнпур шкул вӗренекенӗсем уҫрӗҫ.

Help to translate

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Паллаканнисем те калаҫса тӑмаҫҫӗ, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса, саламласа иртеҫҫӗ те, вӑхӑтра ӗҫе ҫитме васкаҫҫӗ.

Знакомые тоже много не разговаривают, поздоровались, поздравляли друг друга и спешит дальше на работу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed