Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ мана савӑнтарчӗ, ҫӑмӑллӑнах хӑлха ҫиме пуҫларӑм.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Тата Светӑпа ытларах пӗрле пулма тӑрӑшрӗ: ашшӗпе хӗрӗ пахчари каю утти ҫинче вылярӗҫ тата ашшӗ ачине тӗрлӗ юмах-халаппа савӑнтарчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Коммунистӑн мӗнле пулмалли ҫинчен Дубов ҫапла хӗрсе калаҫни савӑнтарчӗ ӑна.
27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Каччӑ хӑйсен сӗнӗвне пуҫа илни Иван Капитоновнча савӑнтарчӗ.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эсир Анютӑпа иксӗр тытӑннӑ ӗҫ савӑнтарчӗ мана.
5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӳрт тума ӑстасем пыни савӑнтарчӗ ӑна.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак хыпар Тихон Ивановича пӗрре савӑнтарчӗ, тепре хумхантарчӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫанталӑк ҫилсӗр тӑни савӑнтарчӗ.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫил ҫукки савӑнтарчӗ арҫынна.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ун тӑрӑх тап-таса, тӑрӑ, сивӗ шыв шӑнкӑртатсах юхма тытӑнни савӑнтарчӗ.
Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html
Кунпа пӗрлех вӑл хӑмлаҫӑсен ҫулталӑкри ӳсӗмӗсемпе паллаштарса чуна савӑнтарчӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Ҫӗнӗ завод лартакансен йышӗнче ҫак йывӑр кӑмӑллӑ ҫын чун хавалӗ те улшӑнса ҫӗнелни ман питех те савӑнтарчӗ.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тихӑн хӑй сӑмахне пӗтерчӗ пулсан та, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен йӗркеллӗ каласа парса савӑнтарчӗ пулсан та, ҫилӗ сирӗлсе ҫитмерӗ-ха ял халӑхӗн, каҫарасшӑн мар-ха вӑл Тихӑна.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Паҫӑр ӑслӑ сӑмахсемпе савӑнтарчӗ, халь — ачалӑх илемӗпе.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӗсем никам ачи те мар, шӑпах Ҫтаппан ачисем пулни пушшех те савӑнтарчӗ мана, паян хирте Володьӑпа Надьӑна курнишӗн, унтан вара, халь, Володьӑпа Надя Ҫтаппан ачисем пулнине пӗлнишӗн хама хам питӗ те телейлӗн туйрӑм эпӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эпӗ Улюка мухтани савӑнтарчӗ ӑна.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Агрослет географийӗ ҫултан-ҫул анлӑланса, унта хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пыни савӑнтарчӗ.
Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/
Кӑмӑла кайрӗ тата эпӗ илсе килнӗ ҫамрӑксене ял пуласлӑхӗшӗн ҫунни, мӗнле аталантарас пирки вӗсен проблемисенчен тухмаллине сӗнни питӗ савӑнтарчӗ.
«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY
Ирхине ыйхӑран вӑранса куҫне уҫсан ӑна пӳрт тулли хӗвел ҫути савӑнтарчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.