Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑрамалли вара пулнах; кунта юншӑн антӑхакан утлав текен индеецсемпе судран пӑрӑннӑ вӑрӑ-хурахсем, правительство чарнине пӑхмасӑрах вӑрмансене касса пӗтерекен колонистсем, вилӗм таканӗ айӗнчен тарнӑ тӗрлӗрен авантюристсем нумай пулнӑ, ҫак штатӑн хӗвеланӑҫ пайӗ халӗ те-ха хӗрлӗ ӳтлисемпе буйвол тытакан сунарҫӑсен хушшинчи тискер ҫапӑҫусем пулнипе, хӑрушӑ Линч сучӗпе палӑрса тӑрать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл — пӗтерекен хӑват.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Корсарсем Турци патшине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме яланах хатӗр пулнӑ, — арабсем ҫӗршыва юхӑнтарса пӗтерекен туроксен войскисене хирӗҫ, чура-европеецсем — корсарсене, арабсене, туроксене пурне те хирӗҫ тӑнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫак хуйхӑллӑ юхӑм хӗвеланӑҫ енчен сехрене хӑпартакан хыпарсемпе пынӑ, — темле чармалла мар танксем ҫинчен калаҫнӑ ҫынсем, пурне те пӗтерекен шавлӑ самолётсем ҫинчен пӗрне пӗри пӗлтернӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Ҫав прибортан саранчана пӗтерекен наркӑмӑшлӑ имҫам тӑкӑнса пырать.
Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пирӗн хуласене, ялсене, пирӗн ҫынсене пӗтерекен Гитлер йӗксӗкӗсемпе ҫапӑҫма ҫӗклӗпӗр.Поднимайтесь на борьбу с гитлеровскими мерзавцами, уничтожающими наши города и села, наших людей.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Лешӗ халӗ ҫеҫ тиесе пӗтерекен баржӑна турттарса кайма килӗшмест иккен.Тот отказывался буксировать баржу, погрузка которой заканчивалась.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр-пӗр ҫӗнтерсе илекен ҫынна, хӑйӗн чапа е мухтава тухас кӑмӑлне пула миллионсене пӗтерекен ҫынна, тискер тенине юрататӑп эпӗ.Я люблю, когда называют извергом какого-нибудь завоевателя, для своего честолюбия губящего миллионы.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӗрене ыраттаракан, канӑҫа пӗтерекен хӑрушӑ вӑхӑт малаллах тӑсӑлать…И снова тянутся и тянутся часы, заполненные тревогой и страхом, сжимающим сердце.
Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тыткӑнри виҫӗ ҫынран малтан пӗрне ҫухатрӗ, халӗ куҫ умӗнчех ӑна сыхлама каласа хӑварнӑ саклат, унпа пӗрле Негоро шантарнӑ пысӑк укҫа илес шанчӑк та тӑрать — ҫук, Алвиш кунпа, тӗнчене, пӗтӗм Казондене пӗтерекен шыв илсен те, килӗшме пултараймасть.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эрех-сӑра вӑхӑтлӑха пусӑрӑннӑ кӑмӑла ҫӗклесе, ним шухӑшсӑр хавас пулма пулӑшать пулсан та, унӑн сывлӑха пӗтерекен усал вӑйӗ ҫинчен манма юрамасть.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Танксене пӗтерекен батальон лейтенанчӗ Родионовран.«От лейтенанта противотанкового истребительного батальона Родионова.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫулӑм — салатса пӗтерекен япала; вӑл хӑйӗн пурлӑхне ҫилпе вӗҫтерсе ярать.Огонь по своей природе расточитель: любой костер беспечно пускает на ветер целые алмазные россыпи.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Искусствӑна пӗтерекен — хӑй пӗтет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ӗҫе малтан пӗтерекен ушкӑн канма тата хулана кайма пултарать.Группа, которая окончит работу раньше, получает право на отдых и отъезд в город.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вагонсен ванчӑкӗсене тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫунтарса пӗтерекен вута пуринчен малтан скваттерсемпе вӗсем патӗнче ӗҫлекенсем сӳнтерме иккӗн пикенчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун умӗнче яланах кӑмӑла хуҫакан тата художникӗн кирек мӗнле фантазине пӗтерекен мундир, корсет, фрак кӑна пулчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Нумай халӑх пуҫтарӑнакан залра, ҫутӑ паркет ҫинче, ҫуртасем ялкӑшнӑ ҫӗрте вӑл турӑ вырӑнӗнче пулатчӗ, хӑйне юратакансем ун умӗнче пӗр чӗнмесӗр чӗркуҫленсе тӑратчӗҫ; анчах та вӑл пурнӑҫа пӗтерекен усал вӑй аллине ҫакланнӑ, ку вӑй вара ӑна кула-кула тамӑк тӗпне пӑрахнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл мӗнпур вӑрмана сарӑлать те тапса тӑма пуҫлать, унтан ӑша ҫунтаракан, вӑя пӗтерекен туйӑмсем ҫухалаҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗвелпе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑрши ҫеҫенхирте ҫеҫкине кӑларса пӗтерекен ҫӗленкуҫ чечекӗсен акӑш-макӑш хӳхӗм шӑршине хупласа хурайман.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.