Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑлтатса (тĕпĕ: пӑшӑлтат) more information about the word form can be found here.
Эпӗ сана тахҫантанпа юрататӑп, Эрхип, — терӗ вӑл, чӗтрекен тутипе пӑшӑлтатса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ ҫывӑрмастӑн-и вара? — Анахвисе вӑратасран пӑшӑлтатса чӗнчӗ Анук.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска цирк хуҫине кӑчӑк туртса чӗнчӗ, тем пӑшӑлтатса каларӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуху председателӗ, пӗрлӗх ертӳҫипе тем пӑшӑлтатса илчӗ те, пухура хӑнасем, юнашар ҫурта купалакан ҫамрӑксем пуррине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл татах кӗнеке вуласа ларакан хӗр умӗнче хӑй ҫаруран «Тамара, пӗлетӗн-и, эпӗ… пурпӗрех сана…» тесе вӑтанчӑклӑн пӑшӑлтатса тӑнине аса илчӗ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Гитлер ҫинчен-и эсӗ? — хӑйӑлти сассине пӑшӑлтатса хӗссе кӑларчӗ подполковник.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑйсен юратӑвӗ епле пуҫланнине аса илчӗ: ҫакӑн пек тӗлӗнмелле майпах — пӑшӑлтатса.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата тепӗр сехетрен ҫӳлтен офицер анчӗ, дежурнӑйпа тем ҫинчен пӑшӑлтатса илчӗ те кайрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл Лисука айккине пӑрса кайрӗ те пӑшӑлтатса вӗрентме пуҫларӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Техничка Егор Силыч дояркӑпа пӑшӑлтатса тӑнине курнӑ иккен.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑҫта халӗ пирӗн ҫӗтӗк кӗсьесемшӗн санаторисем? — каллех сӑмсипе нӑшӑклатма тытӑнчӗ Натали, унтан, кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, пӑшӑлтатса калаҫӑва малалла тӑсрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр хӑйӗн шанчӑклӑ та сӑпайлӑ тусне Наҫтука хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Путсӗре турттаракан тӗтре айӗнче ҫухалчӗ, — пӑшӑлтатса юрланӑн каларӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӗрӗсрех каласан — Германипе, — пӑшӑлтатса хӑратрӗ Равиля.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле отбой хыҫҫӑн казармӑра яш-кӗрӗм ҫакӑн пирки пӗрмай пӑшӑлтатса калаҫатчӗ, анчах та командирсенчен ыйтма хӑратчӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ача вӗлерекен! — лейтенант пыр тӗпӗнчен пӑшӑлтатса кӑларчӗ сӑмахӗсене.

Help to translate

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл чечекӗпе тем пӑшӑлтатса илчӗ те хӑй сиссе юличчен ҫапӑҫакансем хушшине кӗрсе Шывачине питӗнчен, ҫамкинчен, тутинчен виҫӗ хут чуптуса илчӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫилленме пуҫланӑ Ментти тата пысӑкрах чул катӑкӗ тупса, темӗн пӑшӑлтатса кайӑк ҫинелле пур вӑйран яра пачӗ.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Нинук, — темшӗн такам илтесрен хӑранӑ пек пӑшӑлтатса ыйтать Ванюк пӗр пысӑк кӑна йывӑҫ тӗлне ҫитсен.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мустай ҫакӑн пек пӑшӑлтатса илчӗ те ампар еннелле утрӗ.

Help to translate

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed