Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыман (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Те пынӑ вӑл хӑнана, те пыман — палли те ҫук.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайран-малтан пирӗн пата пӗр вӑрӑ таврашӗ те пыман вара…

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Паккус вӗҫне тухмасӑр чарӑнман, никама та хыҫран таптаттарса пыман, халӑхран уйрӑм канма та ларман.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шкулӗнче те вӗренӳ тикӗс пыман — пӗтӗм шкулӗпех пӗр-пӗр колхоза кайса е тырӑ вырнӑ, е ҫӗрулми кӑларнӑ, е авӑн ҫапнӑ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр-пӗр халиччен вӗсем патне пыман ҫын ним сӑлтавсӑр пырсан вӑл леш кайсанах ун хыҫҫӑн тухса, «мӗн шутпа килтӗн — пуҫпах пултӑр» тесе, куркапа «хӑна» кайнӑ еннелле шыв сапать имӗш.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Калас пулсан, кун пек ӗҫсене маларахри тапхӑрта пачах та туса пыман тесен те юрать.

Help to translate

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

— Шофер, анчах хальхинче эпӗ машинӑна хам тытса пыман.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫавӑнпа вӗсем хушшинчи калаҫу та ӑнсах пыман.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

1927 ҫулхи административлӑ территори реформи тытӑнсан кашни ҫӗнӗ райисполком ҫумӗнче архивсем пулмалла тенӗ, анчах та ку ӗҫ 1935 ҫулччен те йӗркеллӗ пулса пыман.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Пӗррехинче вара ялти мухмӑр-сухмӑрсем, ӗҫ патне алли пыман усӑнчӑксем, услапсем, каснӑ хӳресем хурал пӳртӗнче мана эрех ӗҫтерсе ӳсӗртрӗҫ те… эй… калама та намӑс.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах пӗве тӑвас тесе никам та паянччен виҫӗ кӗреҫе тӑпра чавман, икӗ вар пӗрлешнӗ тӗле вите тума пӗр кирпӗч те килсе выртман, яла пӗр метр тӑршшӗ пӑрӑх та турттарса пыман.

Help to translate

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ӑна пытарнӑ чух ун тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗр тусӗ те пыман, пӗлессе те вӗсем поэт вилӗмӗ ҫинчен питӗ кая юлса пӗлнӗ…

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Вӗлтрен ҫинче ҫуралнӑ» текен усал чап сарӑлнӑшӑн ун патне пӗр каччӑ та хӑтана пыман.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ельпох калатӑп, эпӗ хӑтана кайсан, качча пыман хӗр пулас ҫук.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх вӑхӑтра вӑл ку ӳсӗрсен ҫывӑхне пыман пулӗччӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та вӗсен савӑнӑҫӗ нумая пыман: Савруша граждӑн вӑрҫине илсе кайнӑ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах та ку вӑраха пыман.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чылайранпа пыман.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуртсем патне ура йӗрри те пыман.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эресип ҫаранӗ ҫине пыман арҫынсем пӗр ҫӗре пухӑнса тӑнӑ, ҫирӗм-вӑтӑр ҫын пулӗ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed