Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуянсем (тĕпĕ: пуян) more information about the word form can be found here.
Рабочи класӑн тӗрӗс ӗҫӗшӗн кӗрешекенсене влаҫсемпе пуянсем йӗрленине, анчах лешсене нимӗн те хӑратманнине вӗсем иккӗшӗ те лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Они знали, что борцов за дело рабочего класса преследуют власть имущие, но что те неустрашимы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗтӳ кӗтнисӗр пуҫне, Матви хӗлӗ-хӗлӗпе пуянсем патӗнче ӗҫлерӗ е ял-ял тӑрӑх ҫӳресе вутӑ касрӗ, платник ӗҫӗпе те аппаланчӗ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пуянсем тӗлне ҫитсен, пупӑн сӳрӗклӗхӗ сасартӑк таҫта кайса кӗчӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк патӗнче чухӑнсем вырнаҫнӑ, варринерех — вӑтам пурӑнакансем, чи малти ретре таврари ятлӑ-сумлӑ ҫӗрме пуянсем тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗр енче кунта Миххапа унран вакӑрах пуянсем, куштансем, вӑрӑ-хурахсем.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун пирки эпӗ ҫакна калатӑп: социализмла пурнӑҫ тунӑ чухнехи хӗрӳллӗ тапхӑрта та ӗлӗкхи классен кӗрешӗвӗ ҫинчен пӗлни, пуянсем чухӑнсене епле тискеррӗн пусмӑрласа пурӑнни ҫинчен пӗлсе тӑни — пире пӗр усӑран пуҫне нимӗнле сиен те кӳрес ҫук.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуянсем мӗнле пурӑнни ҫинчен калаҫнине нумай илтнӗ вӑл, сӗтел ҫинче пӗр труках кунашкал апат-ҫимӗҫ пулма пултарассине тӗлӗкре те кур ман.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуянсем пурте, Михха пекех, чухӑнсенчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла пуянсем вилесшӗн мар.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсен инкекӗ вырӑнти тӳре-шарасем тата Михха пек киревсӗр пуянсем ашкӑннине патша пӗлменнинчен килет тенӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти пуянсем пӗлсен мӗн калӗҫ?

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мул тӗлӗшӗнчен вӑл Михха ҫывӑхне те пыраймасть, ҫавах таврари пуянсем хушшинче хисеплӗ ҫын шутланать.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыран утӑ патне тухас тенӗ кун пуянсем халӑх ҫаранне вӑтӑр пилӗк теҫеттин ҫавӑрса илнӗ, теҫҫӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл та пуянсем ҫулнӑ утта халӑха валеҫмелле, терӗ, кӗреплесем, сенӗксем, пуслӑхсем илсе пыма каларӗ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Парас! Парас!» — теҫҫӗ пуянсем майлисем.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑйлӑ ҫынпа ан кӗреш, пуян ҫынпа ан тавлаш, теҫҫӗ вӗт пуянсем.

Help to translate

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуянсем халӑх юнне сӑхнипе вӑл питӗ хирӗҫ тӑрать.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пуп, чиркӳ старости Иванюк, Шӗшлӗ тата ытти пуянсем ҫӗнӗ чиркӳ тӑвасшӑн ҫунаҫҫӗ.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем ҫук пурнӑҫпа питӗ тертленнӗ, пуянсем патӗнче тарҫӑра пурӑнса асапланнӑ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуянсем ашшӗне Шурут тесе чӗнни тинех тӗрӗсе тухать: Авӑстей шур ут тымарри пекех ҫирӗп те тӳсӗмлӗ ҫын пулса ҫитӗнет.

Прозвище богатеев, которое они дали когда-то отцу и деду Авостея — Пырей, — он оправдал как нельзя лучше: вырос крепким, выносливым парнем.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed