Шырав
Шырав ĕçĕ:
Светлана сӑмаххисене илтсен вара вӑл хӗрсем еннелле ик-виҫӗ утӑм ярса пусрӗ, тайкаланма та пӑрахрӗ, анчах малалла утма хӑяймарӗ пулас.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Кӑштах пуҫне тайса илчӗ, — тен, мана курса пуль — унтан ассӑн сывласа илнӗ пек туйӑнчӗ, — вара пӗр-икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа калама пуҫларӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ун хыҫҫӑн ман чӗрене те темӗнле ӑнланмалла мар тунсӑх пусрӗ.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Венюк хирӗҫлесе те пӑхрӗ, анчах та хӑй те сиссе юлмарӗ, Апуҫран укҫа илни ҫинчен ҫирӗплетсе алӑ пусрӗ.
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӑра-хӑрах тата пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ Укань.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫтаппан, кӑранташ вӗҫне йӗпетсе, алӑ пусрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗҫех пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсе, ҫенӗк алӑкӗ ҫумӗнчи шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара, ӑнсӑртран тенӗ пек, лаша ури ҫине пусрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм темле кнопка ҫине пусрӗ — ҫав самантрах икӗ арҫын пырса кӗчӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ӑнсӑртран пӗр хӗрарӑм ури ҫине пусрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вун-сакӑр сехет тӗлнелле хаҫата пуҫтарнӑ-калӑпланӑ, темиҫе хут вуласа тухса тӳрлетнӗ хыҫҫӑн редактор ӑна пичетлеме ирӗк парса алӑ пусрӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Аллисем кӗҫ-вӗҫ колоннӑран вӗҫерӗнес пек, урисем пӑрӑсран шуса каяс пек тӑракан Иринӑна Миша: «Ан хӑра, аллусене пушат та — малалла!» — тесе хушнипе вӑраннӑ пек пулса хӑйӗн вӑйне хӑй шанмасӑр такамӑн пысӑк атӑ тӗпӗн йӗрӗ яланлӑхах тӑрса юлнӑ бетон плита ҫине ярса пусрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хӗр пӑрӑс тӑрӑх пӗр утас, иккӗ, виҫҫӗ… улттӑ ярса пусрӗ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Дубов пӑчка вулӑ ҫумне тытса пусрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнчӑр кӗрпек сирпӗтет, каснӑ хушӑк куҫ умӗнче тарӑнланса, сарӑлса пырать.
50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ӗшеннипе-ши, пӑчӑран-ши, хама та ыйхӑ пусрӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… вуннӑмӗш-картлашка ҫине пусрӗ Раман, тин аттисем бетон урайне каптӑртаттарса илчӗҫ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман тӑвӑлса хӑпарнӑ ҫиллине пусараймарӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ Ваҫҫа еннелле, тепӗр утӑм…
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тарин ҫырса ӗлкӗрнӗ акт айне алӑ пырса пусрӗ.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эп санран хӑрамастӑп! — сасартӑк пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ Раман.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ачи вара ку, пит хӑраса тӑраканни мар та, ватӑ енне пӗр утӑм ярса пусрӗ те, кеххӗм-кеххӗм! тукаласа илчӗ.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.