Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшрӗҫ (тĕпĕ: пулӑш) more information about the word form can be found here.
Спектакльсене музыкӑпа илемлетесси те тӗпрен лайӑхланчӗ, ҫак ҫитӗнӗве тума симфони оркестрӗпе хор чылай пулӑшрӗҫ.

Help to translate

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Шӑпах ҫавӑн пеккисем пулӑшрӗҫ ӗнтӗ Альбинӑпа Илюша.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӗсем, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Елюка киноаппарат пуҫтарма пулӑшрӗҫ, унтан тумланма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хусахсем ҫавӑнтах Алюнов аллине салтса ячӗҫ, тӑрса ларма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлташӗсем ӑна ҫавӑнтах питне ҫума пулӑшрӗҫ, унтан суранӗсене ҫыхса ячӗҫ…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чулман Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне Пӑкачав ҫарне самаях пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑварсӑр аптӑрасан та манашкӑсемех пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юрать-ха хирӗҫ хурӑнташӗсем, пускилӗсем, кукамӑшӗ ачасене хӑйсене тӑлӑх халлӗн туйма памарӗҫ: вӗсене пӑрахмарӗҫ, пултарнӑ таран, ӗҫпе те, татӑк ҫӑкӑрпа та пулӑшрӗҫ, куҫҫульленсех шеллерӗҫ, йӑпатрӗҫ, чун кӳттермӗш ҫын ҫиен Гитлере ылханса, чун-кӑмӑлпа ҫирӗпленме, пурнӑҫра малалла талпӑнма чӑтӑмлӑх сунчӗҫ, ҫак ачасене вутне панине шывне те парах, тесе Турӑран пулӑшу ыйтрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗлмен вӑхӑтсенче ӑна хӗрсем пулӑшрӗҫ.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку тӗлӗшпе вӗсене вӑрттӑн вуласа тухнӑ кӗнекесем, Днестр леш енчен вӗренме килнӗ ҫамрӑксем каласа пани, пуринчен ытларах технологипе вӗрентекен учитель Николай Корицӑн урокӗсем пулӑшрӗҫ.

Этому способствовали прочитанная украдкой книга, рассказы приехавших обучаться ремеслу из приднестровских сап, а главное — уроки учителя технологии Николая Корицы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем пире малашне усӑ курма май пур мелсене, халӑха пӑлхантаракан ҫивӗч ыйтусене туллин палӑртма пулӑшрӗҫ.

Они помогли нам составить максимально полное представление о потенциальных возможностях и волнующих людей вопросах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Акӑ халь, йывӑр вӑхӑтра, чӑвашсем мана усрава илнӗ пек юратса пӑхрӗҫ, ура ҫине тӑма пулӑшрӗҫ, этем турӗҫ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Аптраса ҫитсен, Богуцкая хулари комсомол комитетне ӗҫ ыйтма кайрӗ те, ӑна электроаппаратура заводне, приборсем пуҫтаракан цеха, кӗме пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӳртрен хыпаланса тухнӑ кил хуҫисемпе хӑнисем хыҫлӑ ҫунасем тавра чупкалама тытӑнчӗҫ, кӗтнӗ ҫыннисен тӑлӑпӗсене хывма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ту енчи мӑрсасемпе вӗсен ҫыннисем Новоград Свияжский хулине тунӑ чухне вырӑссене пулӑшрӗҫ, вырӑссем Хусана илме капланса килсен вӗсене Сӑр урлӑ каҫнӑ ҫӗртех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑйӗн вӑхӑтӗнче Васильев-Нувгорода тума пулӑшрӗҫ вӗсем, Нувуград Свияжскине тунӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫӗрне хӑйсемпе тан касса пачӗҫ, ҫурт лартма та пулӑшрӗҫ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав тери вӑйлӑ пулӑшрӗҫ вӗсем пире.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йывӑр вӑхӑтра сана ман пиччесем пулӑшрӗҫ, нухай княҫӗсем пулӑшрӗҫ, паян, ывӑл ҫуралнӑ кун ячӗпе ирттерекен йышӑнура, Крым ҫыннисем хаклӑрах.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Колхоз мана кӗлет пачӗ, комсомолецсем пӳрт хӑпартма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed