Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуль the word is in our database.
пуль (тĕпĕ: пуль) more information about the word form can be found here.
Тен, вӑл пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япала ҫеҫ, уншӑн палӑртнӑ вырӑн та, палӑртнӑ вӑхӑт та ҫук пуль, халӗ вӑл, тен, урӑх юханшывпа ишет пуль, унӑн ҫийӗнче урӑх тӗтре явӑнать пуль?

Или это призрак, для которого вовсе нет никакого места, никакого срока и который плывет сейчас, может быть, по другой реке и другой туман стоит за его кормой?

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тен, вӗсене, ирӗклӗ колхоз пурнӑҫӗн сывлӑшӗ вӗрсе асӑнтарчӗҫ пуль е тӑшман ури айне пулса таптаннӑ ӗмӗтсем йӑлкӑшса пӑхрӗ пуль, ҫуллахи кӑвак пӗлӗт евӗр, ӑмӑрткайӑк ҫунаттипе авӑснӑ пек хӑюллӑ шухӑшсем асне килчӗҫ пуль.

Может быть, дыханием привольной колхозной жизни на них пахнуло; вспомнились смятые, растоптанные мечты — высокие, как голубое летнее небо, и смелые, точно взмахи орлиных крыльев.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тен ҫав тискер кайӑк ҫунатлӑ пуль, тен вӑл йывӑҫ ҫине упаленсе хӑпармасть пуль, вӗҫсе ҫӳрет пуль.

Какой хочешь: может, с крыльями и по деревьям не лазает, а летает.

Хӑрасси ӑҫтан пуҫланса кайнӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Тен, Бойчо тусем ҫинчен анчӗ пуль, Марийка йыснӑшӗ пурӑнакан Мӑнастир ҫырмине ҫитнӗ пуль те хӑй кунта иккенне пӗлтерме Марийкӑна янӑ пуль — ҫапла пулма пултарать!

Быть может, Бойчо спустился с гор, вышел к Монастырской реке, у которой живет Марийка в мастерской своего дяди, и послал девочку известить Соколова?

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан хӗрне чӑнласах юратӑп пуль тесе шухӑшлатчӗ ҫав та, вӑл та пулин чун хавалӗпе мар пуль-ха, кӑмӑлне кайни кӑна пулчӗ пуль, чӗренех вырнаҫса та ҫитменччӗ пуль.

Правда, он испытывал нечто похожее на любовь к дочке Юрдана, но пока это было лишь слабое чувство, — не страсть, а расположение, возникшее случайно и не пустившее еще глубоких корней.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл темле пысӑк йӑнӑш пулчӗ пуль тесе иккӗленме тытӑнчӗ, Стоян пичче арманӗнче мӗн пулнине Мунчо, ахӑр, мӗнле те пулин пӗлме пултарнӑ пуль, тен, мӗн те пулин курнӑ та пуль.

Он заподозрил, что произошла роковая случайность, и Мунчо каким-то образом узнал о происшествии на мельнице деда Стояна, а может быть, и видел его.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль.

Может быть, художественно сшитые куклы, стоявшие на пианино под стеклянными колпаками, внушили мне эту мысль, или множество книг на полу и на полках, или сам хозяин, встретивший меня попросту, в рубахе, под распахнувшимся воротом которой была видна полная волосатая грудь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл ларать пуль карчӑк тутӑрӗпе пӗркенсе, шӑпӑрт ларать пуль, Ромашка ӑна тӑрӑхласа калаҫать пуль.

И мне представилось, как он сидит в старушкиной шали и молчит, а Ромашка грубит ему.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шел, тен, унӑн та ҫав териех каяс килнӗ пуль кӑнтӑра, пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухни тытса чарнӑ пуль.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Кам пуль ку, Вихтӗр пуль ку?

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӑвви вӑл айванрах та калӑпланнӑ пуль, чунран тухнӑ сӑмахсене кирлӗ вырӑна лартма та ӑсталӑх ҫитеймерӗ пуль, картне те вуҫех ларайман-и, тен, — пӗлместӗп — сан пата ярса панӑ сӑвва эпӗ халӗ те пӑхмасӑр пӗлетӗп:

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Шутлатӑн пуль, лесничи тем те пӗлет тетӗн пуль?

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан темле юрӑсен альбомӗ пекки пуль тенӗччӗ, анчах та вырӑнӑн-вырӑнӑн строфасене тем тӗрлӗ тӳрлетсе пӗтернине, хуша-хуша ҫырнисене курсан: «Хӑ, поэтесса пулса тухмарӗ пуль тата ку ман апӑрша?» — терӗ лесник, шутсӑр тӗлӗнсе, вара вулама пикенчӗ.

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шутлатӑн пуль, Аркдавӑча улталатӑп тетӗн пуль.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халь тин ҫук пуль ҫав, ачам, килеймест пуль.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Килӗнченех тытса кайнӑ сурӑххи пирки сӑмах тапратсан, Сӑпани мӑнаккӑшӗ: «Ара, — терӗ ӗнер, — пусса, ашне фронта ӑсатаҫҫӗ пуль. Тирне, тимлесе, салтаксене валли кӗрӗк ҫӗлеттернӗ чух усӑ кураҫҫӗ пуль… Налукне, тавлашмалли ҫук, вӑхӑтрах тӳлемелле ӗнтӗ. Укҫи тупӑнмасть-ҫке тулӗк ним туса та…»

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тен, унта хуласене кирпӗчрен мар, хӗвелпе уйӑх ҫутинчен тӑваҫҫӗ, вилӗм мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ пуль, вӗсен чӗлхинче «чир», «масар», «ватӑлӑх» сӑмахсем те ҫук пуль

Help to translate

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юрӑсене Петӗр Хусанкай май килнӗ чухлӗ илемлетнӗ пуль, тӗллӗн-паллӑн хушнӑ та пуль

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӗр-пӗр тӗшмӗшӗ пур пуль ҫав ӗнтӗ, чирлешкерех пуль, значӑтцӑ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп арҫын пек те мар пуль саншӑн, пӑшал тытса курман пуль.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed