Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патнех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ура ҫине тӑтӑм, уткаласа ҫӳреме те пуҫларӑм, анчах Нина Васильевна мана питех уттарасшӑн марччӗ, алӑран ачашшӑн ярса тытатчӗ те койка патнех ҫавӑтса пыратчӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫынсен шухӑшӗсене ыйтса пӗлнӗ чухне проекта хутшӑннӑ ҫичӗ ҫул пӗрле пурӑнакан пӗр ҫемье ӑсталӑх класне киличчен уйрӑлма патнех ҫитнине асӑннӑ.

Одна из семей в ходе обратной связи призналась, что поехала на мастер-класс на грани развода после семи лет совместной жизни.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Таҫта урамра ҫухатнӑ, — терӗ йӗрес патнех ҫитнӗ Актай.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Вилес патнех ҫитнӗччӗ, анне.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗр Юмӑҫ Уканӗн хапхи патнех ҫитерчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑран хушшине йытӑ вите патнех ҫитерчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсем Мускав патнех ҫывхарса ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сартас варӗнчи йӑмрасем кашлани клуб патнех илтӗнет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑланӗсемпе карти-хури таранччен кӑтартрӗ Кулюкка, ҫырмари купӑста йӑранӗсем патнех антарса ҫитерчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурпӗрех тӳсеймерӗ вӑл, хӑва тӗмӗсем хушшипе йӑпшӑнса, Улька патнех пырса тухрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун патнех чупса ҫитес терӗ, анчах, хӑй ҫурма ҫара иккенне курсан, именсе тӑчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Улька-а-а! — макӑрса ярас патнех ҫитрӗ, Эрхип.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑмса Улька патнех пырса тухасшӑнччӗ вӑл.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел анса ларас патнех ҫитнӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилӗ тата пӑртакҫӑ вӑйлӑраххӑн килес пулсассӑн, хӑвӑнпа пӗр шайра ҫунатне хускатмасӑр ярӑнакан кайӑкпа пӗрле шур пӗлӗтсем патнех вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылайччен пӑхса тӑчӗ упӑшки ҫине арӑмӗ, хӑрах ывӑҫне тути патнех тытса, пуҫне пӑркаларӗ — шӑлӗсем тӑкӑнса пӗтнӗрен алли часрах ҫӑварне хуплама васкать ҫав…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫа юр ӑшне чиксе хурасси патнех ҫитрӗм вӗт.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

— Лотта, итле-ха, шӑл катӑкне тупаймарӑм — стоматолог патнех кайма тивет пуль.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кеша, ку япала нумая пымасть, май килсен лайӑх специалист патнех каймалла.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Илме патнех ҫитсеттӗм — пӗр паллаканни мана: «Кеша, атя тухса кӗрер, пуплемелли пур», — тесе алӑран ҫавӑтса илсе тухса пите юрпа сӑтӑрчӗ те: — Ҫухал, тасал кунтан счетчик ҫине ларас килмесен. Урӑх ан выля! Сан валли мар вӑл укҫалла картла вылясси, — терӗ те каялла кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed