Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллайми (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Лена калаҫнине итленӗ чух, Софья Ивановна салхуллӑн ӳсӗркелесе кӑна илет, хӑйӗн пӗр ӳпкевсӗр те ытлашши сӑмах ваклама юратман, нимӗнпе те интересленмен хӗрне халӗ вӑл паллайми пулчӗ.

Софья Ивановна только мрачно покашливала, слушая Леночку, и не узнавала в ней тихую, безропотно-молчаливую и ко всему равнодушную дочь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тепӗр кун эпӗ ӑна каллех паллайми пултӑм, унӑн сасартӑках Доротея пек, килтерӗшне йӗркеллӗ тытма пӗлекен пуҫтаруллӑ ҫын пулас килсе кайнӑ иккен.

На следующий день я опять не узнал ее, пока не догадался, что ей вдруг вошло в голову: быть домовитой и степенной, как Доротея.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Кайран тӳрех пӗр-пӗрне паллайми пулни сехӗрлентерет.

Но сможем ли потом узнать друг друга?

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Анчах ҫак хӗл Прохор улшӑнчӗ — станицӑри чи ҫывӑх тусӗсем те ӑна паллайми пулчӗҫ.

Однако же в ту зиму с Прохором произошло нечто непонятное — его стали не узнавать даже те из жителей станицы, кто был с ним в самых приятельских отношениях.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӑвна ху паллайми туса ярӑп!

— Изуродую!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Володьӑна паллайми пулчӗ, аташма, турткаланма пуҫларӗ, хӑй ҫинчи кӗпине ҫурса пӑрахрӗ, команда сӑмахӗсене кӑшкӑрма, ылханма тытӑнчӗ.

Он перестал узнавать Володю, метался на койке, разорвал на себе рубаху, выкрикивал слова команды и проклятия.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Терентий ҫемьи куҫнӑранпа кунта пӗтӗм япала паллайми улшӑнчӗ.

После переезда семьи Терентия все здесь стало неузнаваемо.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.

Где-то за тысячу километров, в горах Гвадаррамы, идут бои; истыканная флажками карта висит над моим ночным столиком; Испания, далёкая и таинственная, Испания Хосе Диаса и Долорес Ибаррури, становится близка, как улица, на которой я провела своё детство.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — терӗм эп ӳпкелешсе, — халь акӑ сире каллех паллайми пултӑм ӗнтӗ, чӑнах.

— Иван Павлыч, — сказал я с упрёком, — вот я вас опять не узнаю, честное слово!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.

— В первый раз, как я увидел твоего коня, — продолжал Азамат, когда он под тобой крутился и прыгал, раздувая ноздри, и кремни брызгами летели из-под копыт его, в моей душе сделалось что-то непонятное, и с тех пор все мне опостылело: на лучших скакунов моего отца смотрел я с презрением, стыдно было мне на них показаться, и тоска овладела мной; и, тоскуя, просиживал я на утесе целые дни, и ежеминутно мыслям моим являлся вороной скакун твой с своей стройной поступью, с своим гладким, прямым, как стрела, хребтом; он смотрел мне в глаза своими бойкими глазами, как будто хотел слово вымолвить.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed