Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

машинӑсем (тĕпĕ: машина) more information about the word form can be found here.
— Ав, унталла пыр! — машинӑсем енне сулса кӑтартрӗ вӑл.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркуннепе кӗркунне урам акӑш-макӑш пылчӑклӑ пулатчӗ, машинӑсем вӗҫӗмсӗр ҫӳресе тарӑн шырлансем тӑватчӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗр ҫӗр метр пек юлсан «пирӗн» машинӑсем мигалкӑсене ҫутрӗҫ те ячӗҫ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Укӑлча патне шавлакаласа ҫитрӗмӗр, анчах машинӑсем килеймен иккен-ха.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ял патне ҫитсен шоферсем пире машинӑсем ҫинчен антарчӗҫ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кӗҫех машинӑсем нӑрӑлла нӑрлатма, улатаккалла шаккама тытӑнаҫҫӗ, калаҫни илтӗнми пулать, ҫумра тӑраканӑн та сассине хӑпартма тивет хӑй мӗн каланине теприне илттерме.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӗрле ҫуса тасатнӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ӳкнӗ урай тӑрӑх ҫемҫе пушмакпа утса пынӑ май машинӑсем кӗрлеме тытӑничченхи шӑплӑхпа киленеҫҫӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗсем хушшине машинӑсем ҫинчен запаслӑх йывӑҫ пушатса хунӑ.

Help to translate

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Машинӑсем тӑтӑш ҫӳренипе юртан хӑвӑрт тасалнӑ ҫул хӑйӑрлӑ, типме пуҫланӑ.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Колхозсемпе совхозсенче ялхуҫалӑх машинисем: комбайнсем, тырӑ акмалли машинӑсем нумайланнӑҫемӗн нумайланса пыраҫҫӗ.

Все больше и больше распространяются в колхозах и совхозах сельскохозяйственные машины: сеялки, комбайны.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур окраинӑсенче те ӗлӗк «чӑн-чӑн тискер пурӑнӑҫ йӗрки» пуҫпулса тӑнӑ ҫӗрте халӗ лайӑх машинӑсем лартнӑ пысӑк заводсем, шахтӑсем, пысӑк электростанцисем, ҫӗнӗ рабочи поселокӗсем ӳссе ларчӗҫ.

На всех окраинах, где царила «самая настоящая дикость», выросли огромные прекрасно оборудованные заводы, шахты, крупные электростанции, новые рабочие поселки.

Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Заводра пур ӗҫе те механизациленӗ, унта хальхи вӑхӑтри чи лайӑх машинӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

На заводе все механизировано, работают лучшие современные машины.

Магнитогорск // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Днепр таврашӗнче халӗ заводсем: чугун, хурҫӑ шӑратакан заводсем, алюминий, машинӑсем тӑвакан заводсем тата хими завочӗсем ӳссе ларчӗҫ.

Около Днепра растут новые заводы: чугунолитейные, сталелитейные, алюминиевые, машиностроительные, химические.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шахтӑсене халӗ врубовой машинӑсем пит нумай антарнӑ.

Спущено в шахты большое количество врубовых машин.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗрарӑмсем улӑма машинӑсем патӗнчен турта-турта илеҫҫӗ.

Женщины отгребают солому от молотилки.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Машинӑсем хӑйсемех улӑма силлесе тӑнӑ ҫӗрте татти-сыпписӗр аялалла улӑм анса тӑрать.

По огромным самотрясам молотилок непрерывно струится обмолоченная солома.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Теприсем авӑн ҫапмалли машинӑсем айӗнчен чашлатса тухакан ҫапса сӑвӑрнӑ тырӑ тӗлне михӗсем тытаҫҫӗ.

Другие подставляют мешки под молотилку, откуда с легким шипеньем вылетает вымолоченное и провеянное зерно.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Авӑн ҫапмалли машинӑсем таврашӗнче арҫын ушкӑнӗсем.

Вокруг молотилок группы мужчин.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Катаранах эпир тусан пӗлӗт пек тӑнине куратпӑр, машинӑсем кӗрленине илтетпӗр.

Уже издали мы видим облака пыли и слышим гуденье машин.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпир малалла, юнашар колхозӑн уйӗсем патнелле каятпӑр, — станцири тракторсем, авӑн ҫапмалли машинӑсем халӗ ҫавӑнта ӗҫлеҫҫӗ.

Мы едем дальше к полям соседнего колхоза, где работают сейчас тракторы и молотилки станции.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed