Шырав
Шырав ĕçĕ:
Комэск мана макӑрма чарчӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унта икӗ ачи те пӗр харӑс макӑрма пуҫларӗҫ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пурте вырӑнтан сиксе тӑчӗҫ, Иришка хӗр-тантӑшӗсенчен иккӗш виҫҫӗшӗ ун патнелле ыткӑнса пычӗҫ, шывпа пӗрӗхеҫҫӗ ӑна, тӑна кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чӑнт-чант! тутарчӗ, йытӑ эсӗ, намӑссӑр, питсӗр! тесе кӑшкӑрчӗ, теприсем чунӗ кӳтсе килнипе макӑрма тытӑннӑ Натюка пукан ҫине лартса лӑплантарма пикенчӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Вӑл шари! ҫухӑрса ячӗ, антӑха-антӑха макӑрма пуҫланӑскер, кӑвакарсах кайрӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Амӑшӗ васкама кирлине, саспа макӑрма юраманнине ӑнланса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ ир енне вӑраннӑ та, хӑй ӑҫта ҫывӑрнине манса кайнӑскер, хытах, сасӑпах, макӑрма тытӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Сехри хӑпнипе вӗсем ҫухалсах каяҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне чӗнсе ҫӑри-ҫари ҫухӑрма, антӑхса кайса макӑрма пуҫлаҫҫӗ..
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Паҫӑр, чун-чӗрине сехмет-сасӑсем сехӗрлентернӗ самантсенче, Ула Тимӗр ҫиес килсе хупланине, ӑна пула чӗри «мӑка кусарпах» касӑлнине сисменччӗ-ха, халӗ, ӑш варкавӗпе шухӑш пӑтравӗ тулти шӑплӑхпа шайлансан, вӑл, хырӑм, шалтан кӑтӑр-кӑтӑр кӑшланӑ пек йӑшкаса, уҫҫӑнах макӑрма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Юрататӑп эпӗ ӑна, — ҫаплипех макӑрма чарӑнмарӗ Сима.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Полина сасартӑк пуҫне Иван кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те ӗсӗклесех макӑрма пуҫларӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Поля, сапаланнӑ ҫӳҫне-пуҫне икӗ аллипе ярса тытса, сӗтел ҫине хучӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе турткалашса, каҫӑхса кайса макӑрма тытӑнчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӳртре Анук макӑрма та пӑрахрӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кумӑшӗ ывӑл хутне кӗме килнине пӗлсен, Верук та макӑрма чарӑнса шӑпланчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Виҫӗ кӗҫӗн хӗрӗ пӗр кӗтесе хӗсӗнсе макӑрма тытӑнчӗҫ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Татьяна хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те, ӗни ҫине ӳксе, макӑрма тапратрӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макӑрма унӑн куҫра тек куҫҫуль юлмарӗ пулӗ ӗнтӗ.
6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пинеҫ кинне пӗчӗк ачана ыталанӑ пек ыталаса илчӗ, хӑй те сасӑпах макӑрма тытӑнчӗ.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кирлӗ мар, — ҫав-ҫавах макӑрма чарӑнмарӗ арӑмӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юлашкинчен Сююнбике явлӑка ҫӳлте тытса ывӑнчӗ пулмалла, тӑраниччен макӑрма хӗрарӑм тарҫӑсен чӗрҫийӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.