Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырма леш енче, йӑмра айӗнче Шуриксен тимӗрҫ лаҫҫи курӑнать.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи те кунтах: пӑсӑлнӑ сӑрнай пек хӑрӑлтатакан пысӑк вӗркӗчсем, темле майпа ҫурӑлса кайнӑ ҫавракарах сӑмсаллӑ сунтал; унӑн шӗвӗр вӗҫӗ тахӑшне пырса чикес пек тискеррӗн курӑнса тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ял хуҫалӑх тата техника кадрӗсем хатӗрлекен чӑн-чӑн «тимӗрҫӗ лаҫҫи» пулнӑ.
Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/
Ял пуҫӗнче халӗ нимӗнле тимӗрҫӗ лаҫҫи те ҫук.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Тимӗрҫӗсем вара «тасалчӗҫ», пушӑлла лавсем каллех паҫӑрхи тимӗрҫӗ лаҫҫи умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Лере унта пирӗн ҫывӑхра тимӗрҫӗ лаҫҫи те ҫук…
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шеремет, Юрка, тен, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне те ҫитеймерӗ пуль, вӑл каялла таврӑнасса кӗтет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Халиччен тимӗрҫӗ лаҫҫи ялан уҫӑ пулаканччӗ, унта иртен пуҫласа каҫчен шаккани илтӗнетчӗ.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пилӗк-ултӑ кун иртсен, пирӗн тимӗрҫӗ лаҫҫи те уҫӑлчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи айккинче вылякан Катя хӑвасем витӗр курӑнать.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчен иртсе кайрӑмӑр.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тепӗр кӗтесре, чӑнкӑ ҫыран хӗрринче, тимӗрҫӗ лаҫҫи палӑрать.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Катрам Иванӗ Турикасра та тимӗрҫӗ лаҫҫи уҫасшӑн.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчӑх тимӗрҫӗ лаҫҫи умӗнчи ҫакӑн пек тытӑҫусем пӗтеҫҫӗ пек туйӑнать ӗнтӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тутаркас тимӗрҫӗ лаҫҫи умӗнче, ҫерем ҫинче, час-часах мыскараллӑ картина пулса иртет.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.В пятницу мастерская работает с 16 до 20 часов, в субботу — с 15 до 18 часов.
Музейра ҫӑм арлама вӗрентеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33259.html
…Тимӗрҫӗ лаҫҫи юхан шыв хӗрринче ларать.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнпа тимӗрҫӗ лаҫҫи патне Ахтупай ҫывхарнине асӑрханӑ-асӑрхаман Северьян ӗҫлеме пӑрахса, урисене сарса, аллисене хыҫалалла ярса кӗрешме хатӗрленсе тӑчӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Малтан тимӗрҫӗ лаҫҫи ларт, вара ҫуртпа аппаланатӑн, — терӗ вӑл.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
…Ҫав вӑхӑтра Ахтупайпа Ятламас тимӗрҫӗ лаҫҫи умӗнче хуйхӑрса ларчӗҫ, мӑрсан кӗлпе те кӑмрӑкпа витӗннӗ кил вырӑнӗ ҫине пӑхса вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен сӑмахларӗҫ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.