Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лапсӑркка the word is in our database.
лапсӑркка (тĕпĕ: лапсӑркка) more information about the word form can be found here.
Ҫав самантрах тулта чӳрече умӗнче выртакан хуп-хура та лапсӑркка ҫӑмлӑ йытӑ сасӑ пачӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хӑйсем вара, шурӑ кӗпепе пиншак тӑхӑннӑскерсем, лапсӑркка пек.

Сами они неуклюже смотрелись в пиджаках и белых рубашках.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Лапсӑркка кӗлеткеллӗ каҫ тӗттӗмӗ лупас тӑррисенче упаленсе ҫӳрет пек, мӗнпур хуралтӑсене хӑйӗн темле асамлӑ кӗлеткипе ҫупӑрласа илнӗн туйӑнать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫырма хӗрринчи лапсӑркка ватӑ вӗрене айӗнче — хурӑн хуппинчен тунӑ ӳпле.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унӑн пайӑркисем улӑм витнӗ ҫурт тӑррисене, лапсӑркка йӑмрасен шӑпӑл-шӑпӑл ҫулҫисене ылтӑн тутипеле чуптурӗҫ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пире кӑтартнӑ асап-терте халӗ хӑвӑн юнупа ҫу! — кӑшкӑрчӗ ачакассисенчен пӗри, лапсӑркка ҫӳҫлӗ лутака арҫын, вара Ахпӑлат енне лач! сурчӗ те утне туртса ҫапрӗ, малалла сиккипе вӗҫтерчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурчӗсем хушшинче, килкарти варринче Вуникӗ туратлӑ лапсӑркка ват юман.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирука командир ҫул хӗрринчи пӗр пысӑк та лапсӑркка чӑрӑш ҫине хӑпарса ларма хушрӗ.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюка ҫул хӗрринчен кӑшт шаларах ларакан ҫӳллӗ те лапсӑркка чӑрӑш ҫине улӑхтарса ячӗҫ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн сарӑ лапсӑркка хӳрине пӗлтӗрхи куршанкӑ сӑрса илнӗ.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь пысӑк та лапсӑркка йытӑ пулса кайрӗ Хурал.

Help to translate

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лапсӑркка ҫӳҫӗ арҫын ачасеннинчен чылай вӑрӑм, хӗрачасеннинчен чылай кӗске.

Help to translate

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Салакайӑк ӑшши-пӑшши пӗр ватӑ, лапсӑркка йӗре хӑва ҫине вӗҫсе пырса ларчӗ, вара, пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике, шуйӑхса, чарӑнма пӗлми чӗриклетме пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ларса канас, ывӑннипе пулӗ-ха ку тесе шутларӗ те мучи пӗр парка кӗрсе лапсӑркка йывӑҫ айӗнчи тенкел ҫине вырнаҫрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Алли-ури ҫывӑрнине те, лапсӑркка пиҫен питне чӗпӗтнине те туймарӗ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Ҫине вӑл хура кӗрӗк, пуҫне лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Кур-ха эсӗ ҫак аниса, — хушса хучӗ унтан, лапсӑркка улмуҫҫине кӑтартса.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗр лапсӑркка улмуҫҫи айӗнче Шӑрт Михали тем чакаланать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫулла, лапсӑркка туратлӑ! ватӑ хурама ҫулҫӑ сарсан, ҫав вӗллене пӗр никам та курмасть-асӑрхамасть.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed