Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳлле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ку кӳлле те Кирук пӗлет, ашшӗпе чух кунта килсе пулӑ тытнӑччӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Нимӗҫ салтакӗсем часах кӳлле умлӑ-хыҫлӑ чӑмпӑлт! турӗҫ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирхи шапасем, ҫыран хӗрне тухса ларнӑскерсем, Кирук ҫывхарнӑ май йӑлт та ялт кӳлле сиксе чӑмаҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑрттан нумай тытнипех Ҫӑрттан кӳлли тесе ят панӑччӗ вӗсем ҫак кӳлле.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑшша пиҫсен, кӳлле тухса чӑм е лӗп сӑра ӗҫсе килен.

Help to translate

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

— Ан кӳрен, мӑшӑрӑм, тепӗр кӳлле каятӑп, шапа нума-ай тытса килетӗп.

Help to translate

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Эпӗ шӑла ҫыртсах кӳлле брюки шырама кӗтӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасартӑк вӑрман уҫланкинчи кӳлле кӗрсе ӳкрӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ку кӳлле ҫак юмансене лартас умӗн тунӑччӗ аттепе.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара хӑть вӑрмана кайса ҫакӑн, хӑть мӑйран чул ҫыхса, улӑхри пысӑк кӳлле кайса сик тесе шухӑшланӑччӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла каласа Ятламас чи малтан кӳлле кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳлле ывӑтмалла.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑвине те халь ҫеҫ туса пӗтернӗ: чаваласа кӑларнӑ нӳрӗ ҫӗре кӳлле сирпӗте-сирпӗте антарнӑ.

Help to translate

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ак, уйсенчи шывсем пӑтранса та кӑпӑкланса ҫырмана васкарӗҫ, эпир малтанхи хут ҫӳренӗ кӳлле юха-юха кӗчӗҫ…

Help to translate

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Алӑк еннелле пӑхса, тӗпсӗр кӳлле сикме хатӗрленнӗ пек, кӑкӑрне сывлӑш туртса илчӗ те, калама, калама тӑнӑскер, умӗнчи пир анӗ ҫине йӑванчӗ.

оглянулась на дверь. Она набрала полную грудь воздуха, будто приготовилась нырнуть в бездонный омут, и срывающимся голосом проговорила:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӳлле чул пӑрахсан унти шыв хускалмасӑр тӑма пултарать-и?

— Ишь, чего захотел! Камень в воду бросишь — по воде круги пойдут? Пойдут.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ялсем ҫывӑхрах лараҫҫӗ, ҫуртсене куҫарасси ҫук, кӳлле пӗрле тунӑ, электростанцине пӗрле туса лартнӑ, уйсем юнашар.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала патне пӗр кӗтӳ ача пуҫтарӑннӑ, вӗсем старикпе пӗрле кӳлле сӗрекепе пулӑ тытма кӗме шутлаҫҫӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пуҫ кӑшӑлӗ тӑватпӑр, кӳлле яратпӑр.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлле виҫӗ ял вӑйӗпе тунӑ, ҫапах та Ятман унпа хӑй ӑшӗнче халӗ те пулин савӑнса пырать: ӑна Ятман секретарьте ӗҫленӗ чухне Атӑлкасси комсомолецӗсем пуҫарнипе чавма тытӑннӑ, ӑна чавнӑ чухне вӗсенчен кашниех ал хӑпарса тухиччен ӗҫленӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed