Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗретӗн the word is in our database.
кӗретӗн (тĕпĕ: кӗретӗн) more information about the word form can be found here.
Ун шывне пӗр ҫӗрте пырса кӗретӗн те, шыв юххи сана ним мар таҫта ҫитиех илсе каять.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эсӗ пирӗн атте-аннене те «кулак пулнӑ» тесе ахалех ҫылӑха кӗретӗн.

Help to translate

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Унта кӗретӗн те сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ пуррине куратӑн.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ӑшӑх вырӑнне шырамалла та мар иккен: пушчӑсем, е элшелсемех-и, Сӗве хӗрринелле сукмак хывнӑ, ним иккӗленмесӗрех ҫав сукмакпа ҫыранран анса шыва кӗретӗн.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Хайхи пырса кӗретӗн ӗнтӗ ют ҫын ҫуртне.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ытлашши чӗрре кӗретӗн эс…

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлташсем те ҫаплах калаҫҫӗ: арӑмунтан халех уйрӑл, вара тин этем ретне кӗретӗн, теҫҫӗ…

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Сантӑр ун ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, унпа сӑмах сыпӑнтарма хӑтланать, анчах лешӗ, калаҫас килменнине кӗретӗн палӑртса, кӗскен ҫеҫ тавӑра-тавӑра хурать е пачах чӗнмест.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӑҫта ҫӳретӗн эс, вырсарникун ир тухса каятӑн та каҫ тин килсе кӗретӗн? — тет бабушка.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апла эсӗ, хӗрӗм, вутти тӗлне пӗлен, хӑвах илсе кӗретӗн пулӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кашни кун ирхине ӗҫе 6 — 7 сехетре тухса каятӑн та ҫур ҫӗрпе кӑна лапсӑртатса килсе кӗретӗн.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Эсӗ, Энтрей, вӑтам хресчен шутне кӗретӗн.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс он омӗнче ялан ҫылӑха кӗретӗн.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн каҫа хирӗҫ сӗкӗнсе кӗретӗн? — пӗр тӑруках темиҫе ыйту пачӗ улан.

Help to translate

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн эс усал ернӗ ҫын пек ҫӗрле шыва кӗретӗн? — кӑшкӑрать леш ҫырантан Римма.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӗретӗн, — ӗнентерӳллӗн каларӗ Коля.

Help to translate

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ман пекех, киле кӗретӗн пулмалла…

Скорей всего, войдешь примаком в дом, как я…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫук, эсӗ кӗретӗн».

— Нет, ты войдешь.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эй, тӗлӗнтермӗш, фронтран таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫавӑнпа кайса кӗретӗн ӗнтӗ?

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла ҫула май хӑнана илсе кӗретӗн пулӗ?

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed