Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрӗ (тĕпĕ: кӑкӑр) more information about the word form can be found here.
Ӑна эпӗ час-часах аса илетӗп те, куҫ умне вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Санюк тухса тӑрать, эпӗ унӑн хурлӑхлӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене, шурӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑррӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫне, унӑн кӑкӑрӗ мӗнле пӑлханса ҫӗкленнине куратӑп.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ара, кӗме те юрамасть иккен, — кӳреннӗ пек пулчӗ Укань, юлнӑ вутӑ пуленккисене пӗрерӗн-пӗрерӗн илсе кӑкӑрӗ умне тытрӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫинче ҫап-ҫутӑ медаль йӑлтӑртатнине курсан, ашшӗ те тӳсеймерӗ — ал тӳрчӗпе куҫне шӑлкаласа тӑчӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паттӑр салтак пулнӑ, халӗ те ун кӑкӑрӗ ҫинче виҫӗ Георги хӗресӗ пур.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче ҫеҫ медаль йӑлтӑртатать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка икӗ аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытнӑ та Ҫӗпӗр ҫыннине шӑтарасла сӑнать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрататӑп эп сана, Роза, — тӗрӗ вӑл, пуҫне унӑн кӑкӑрӗ ҫине хурса.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гали, хӑйӗн хушаматне илтсен, тӑрса ларасшӑнччӗ, анчах бнитланӑ кӑкӑрӗ ыратнипе хускалаймарӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче орденсем курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака хулӗсем, ҫӑмлашка кӑкӑрӗ, ӑнсӑртран вӗҫсе килнӗ ҫиле туйса, канӑҫлӑн ҫӗкленсе илчӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ ашшӗн кӑкӑрӗ ҫумнелле тӗршӗнчӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула арӑмӗпе ывӑлне ыталаса кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк ютшӑнса амӑшӗн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан чӗри туйӑмӗ ҫинчен пуҫламӑш хут каласа панине Матӗрне ним иккӗленмесӗрех ӗненчӗ, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.

Help to translate

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула питшӑллине тытса кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачине иртен ӗмӗртменнипе ун кӑкӑрӗ карӑнса ҫитнӗ пулас…

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑкӑрӗ йӑр юхса аннине туйсан, самантлӑха тӑна кӗчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн патвар та сарлака кӑкӑрӗ сывлӑхлӑн, вӑй-хӑватлӑн сывлать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — арена ҫине хура маска тӑхӑннӑ ҫын чупса тухрӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса, куракансене пуҫ тайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed