Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунлӑха (тĕпĕ: кунлӑх) more information about the word form can be found here.
Вунӑ кунтан отпуска тухма хатӗрленет, пӗр-икӗ кунлӑха килнӗ, Тайгинска кӗрсе тухать, унтан Сочине каять.

Help to translate

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта ҫапла пӗрер кунлӑха килейсе кайнипе ним туса ӗлкӗрме те ҫук.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Атте, мана шкула ҫӳрессинчен икӗ кунлӑха хӑтарчӗҫ.

— Меня, папа, исключили на два дня.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

— Икӗ кунлӑха ҫеҫ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Килсе кур-ха пӗрре пӗр-ик кунлӑха та пулин.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр-икӗ кунлӑха та вӑхӑт тулма ҫук-ши вара тӑван амӑшне килсе курма?

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ашшӗ темиҫе кунлӑха Шупашкара тухса кайнӑ иккен, килте мар.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Татти инкене мунчана пӗр-ик кунлӑха вырнаҫтарнӑ-мӗн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Автобус ҫине билет туяннӑ пулсан та, тӑван ялна ан кай паян, пӗр-икӗ кунлӑха хулари хӑна ҫуртне вырнаҫма тӑрӑш, кӗҫӗр вара иксӗмӗр ӑҫта та пулин улаххӑн тӗл пулӑпӑр.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Апла пулсан, пар-ха кивҫен пӗр-ик кунлӑха китти-митти пӗр пулштух ҫуттине туянмалӑх.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ҫак гражданина темиҫе кунлӑха шурӑ ҫурта куҫармалла пулать, — терӗ ӑна ҫемҫен следователь.

— Гражданина этого надо перевести на несколько дней в белый домик, — мягко обратился к нему следователь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр кунлӑха килсе кайнипе эсир цифрӑсемпе хушаматсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлеймӗр, вӗсене, цифрӑсемпе хушаматсене, ҫурхи шыв-шурлӑ ҫулпа тертленсе ҫӳремесӗр те, телефонпа ыйтса та пӗлме пулать.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кала-ха, ик-виҫ кунлӑха сан патӑнта чарӑнма май пулмӗ-ши унта?

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ питех те ватӑлса ҫитрӗ унӑн, Иливана турхан темиҫе кунлӑха та киле ярасшӑн пулмарӗ — ака ӗҫӗсене Ахтупайӑн пӗтӗмпе хӑйӗн тума лекрӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Яр мана Атӑл леш енне виҫӗ кунлӑха.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫӗ пӗр-ик кунлӑха мар, чылай вӑхӑта пырать.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Темиҫе кунлӑха мар, ялан кунта пурӑнмаллах янӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Акӑ, хамӑр ял хӗрарӑмӗ кирпӗч йӑтса пырать, вӑл упӑшки вырӑнне пӗр кунлӑха ӗҫлеме килнӗ иккен.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чирӗк хуралҫине, Уйрама, икӗ-виҫӗ кунлӑха хупса та тытрӗҫ, стражникӗ те ялта ҫӳрекелерӗ, — ним усси те пулмарӗ, пӗтрӗ халӑх укҫи.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юлашкинчен ик кунлӑха канма чарчӗҫ салтаксене.

Наконец объявили настоящий двухдневный отдых.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed