Шырав
Шырав ĕçĕ:
Колхоз правленине кашни каҫах бригадирсем, ферма заведующийӗсем пухӑнаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Якур халӗ кашни каҫах килне ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа таврӑнать.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Паян каҫах Денис патне кайса тӗллесе тӑрса каҫару ыйттарӑттӑм».
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Кам пӗлет, тен, халь ӑна леш дружинник тенисем кашни каҫах сыхласа лараҫҫӗ?
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ну, ыр куратӑп ӗнтӗ халь, хӗл каҫах улпут пек пурӑнатӑп, тесеттӗм.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
«Ир пуҫланнӑ ҫумӑр кун каҫах чарӑнмасть теҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫав каҫах фронт линине каҫса, хамӑрӑннисем патне ҫитрӗм.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Кӑвакарчӑнӗсем иккӗш те кӑвакчӗ, анчах вӗсене те ҫав каҫах ҫӑмламас кушак яланлӑхах хӑратса ячӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫав каҫах вара вӗсем кӳршӗ ялти чӑваш хӗрӗсен вӑййине курма кайрӗҫ, каясса иккӗн мар, виҫҫӗн кайрӗҫ: Виктор Гаврилчсемпе юнашар пурӑнакан Галя ятлӑ хӗрача та вӗсемпе пӗрле пычӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Анчах Виктор Гаврилчӑн кивӗ роялӗ ҫав каҫах Аньӑпа Мосальские ҫывӑх юлташсем туса хучӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Театр кашни каҫах сӑнар тӑвать, ҫав сӑнара пуянлатса, лайӑхлатса, ҫӗнетсе пырать, ҫакна тума ӑна пурнӑҫ опычӗ, куракансемпе хутшӑнни пулӑшать.
7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
— Кин мана пӳртре те ҫывратасшӑн мар, кашни каҫах мунчана хӑвалать.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унӑн пуҫне Герасим Федотович кашни каҫах пӗр евӗрлӗ калаҫупа арпаштарчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Майӗпен улмуҫҫисемпе ҫӗмӗртсем шап-шурӑ ҫеҫке кӑлараҫҫӗ, улах вырӑнсенче ыталанса ларакан ҫамрӑксем кашни каҫах шӑпчӑк юррипе киленеҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Юлашки кунсенче вӑл кашни каҫах ҫур ҫӗр иртиччен — ялта ача-пӑча лӑпланиччен — мунча ҫенӗкӗнче ҫывӑрать иккен: улмуҫҫисене хураллать.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫав каҫах Укаслу хӑй ҫула тухас тенине Алюнова пӗлтерчӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сталинград гарнизонӗнчи танкист-сержант тӑван подразделенипе сывпуллашсанах гидроэлектростанци управленийӗ еннелле утнӑ, ҫав каҫах строительсен общежитийӗнче паттӑрсен ыйхипе тӗлӗрсе кайнӑ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ҫак каҫах пӗчӗк Федораш Доруцӑна стенасем ҫумне лозунгсем ҫыракансен бригадине ертсе пыма уйӑрчӗҫ.В эту ночь маленькому Федорашу Доруце было поручено руководить бригадой, писавшей на стенах лозунги.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫу каҫах выльӑхсем тухма пӗлмерӗҫ унтан.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.
Лисука анаткассем пасартанах «вӑрласа» кайрӗҫ, анчах вӑл ҫав каҫах, хӗве хупнӑ йӑлине тунӑ хыҫҫӑн, киле тарса килчӗ, виҫӗ кун анкартинчи арлаҫҫинче пытанса пурӑнчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.