Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫӗрте Чочой темӗнле карта ҫине пырса тӑрӑнчӗ, картаран инҫех мар пӗр ҫынна курчӗ.В одном месте Чочой наткнулся на какой-то забор и недалеко от него заметил человека.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эрешменсем лутра слива йывӑҫҫисемпе шурӑхнӑ ҫеҫкеллӗ мальва хушшине карта карса тухнӑ, ҫӗлӗк пек чечексен хушшинче те эрешмен картисем курӑнаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ пырса ҫитеймесен, тӳрех ҫав карта ӑшнелле чуптарӑр, лаша ҫинчен анӑр та картана кӗмелли алӑка вӗрлӗксемпе картласа лартӑр.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл выльӑх хупмалли карта, карти патӗнче — вӗрлӗксем.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Улӑм ҫуртсенчен вӑрахарах сыхланса юлнӑ ҫӳллӗ ӳсекен хурхух картине, карта варринче пӗчченех ӳсекен таса смоковницӑна курсан, вӑл тӳрех кунта тахҫан ял пулнине ӑнланса илнӗ пулӗччӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫатан картине те тепӗр хут тытса тухӑттӑм — пӗр карта та ан пултӑр пирӗн, пирӗн пӗрле нимӗн те ан пултӑр.Да я бы и плетень снесла, чтобы ничего общего не осталось, ни одной мелочи.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл МТС-ӑн ҫӳлӗ карти ҫине пӑхрӗ, карта ҫумӗнче аллисене саркаласа выртакан Танечкӑна курсан — чӗтресе илчӗ те кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫатан картин ишӗлчӗкӗ кӑна тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен килӗнчен тухакан кашни ҫынах, ҫав ҫатан карта ҫине шанса, йытӑсене хӑвалама нихҫан та патак илсе тухман, кум пахчи патӗнчен иртсе каятӑп-ха, кирлӗ пулсан, ҫавӑнтан кӑларса илӗп, тенӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл картана уй тавра тытса ҫаврӑниччен тырӑ ҫиме пыракан тискер кайӑксене пӑшалпа персе хӑрататтӑм, ҫӗрле карта ҫумне йытта кӑкарса хӑвараттӑм, вӑл унта ирчченех вӗретчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑй, тем пулас-килесрен сыхланнӑн, ҫатан карта ҫумӗпе утма пуҫларӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хыҫран ача-пӑчасем ҫыхланнӑччӗ, анчах Любишкин ҫатан карта хушшинчен пӗр ҫапӑ кӑларса илсен, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен ачасем хӑйсемех хӑпса юлчӗҫ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӑх урамран шыв хӗррине, Троицкий кӗперӗ патне юхса тухса, хӑйне кӗпер ҫине кӗме пӳлсе тӑракан салтаксем хуҫкаланчӑк линипе тӑсӑлса тӑнине курсассӑн, — ҫынсем ҫав ҫӳхе, кӑвак карта пирки чарӑнса тӑман.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Санька карта урлӑ сиксе каҫрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, вӗт инки ҫавнашкал, карта урлӑ каҫнӑ пулӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫулать, ҫулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл Федя хӑлхинчен, унтан карта урлӑ каҫма хӑтланчӗ.— Косит, косит, — шепнула она Феде и полезла через изгородь.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем, темӗнле тӗлӗнмелле япала курнӑ пек пӗшкӗнсе карта витӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан, хӑйне хӑй пӗлмесӗр, карта ҫумӗнчен хулӑ туртса кӑларчӗ, хулли хур хӑваламалли ҫеҫчӗ, вӑл пурпӗрех вӑкӑр патнелле чупрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнесем — хӗрлисем, хурисем, улисем — ӳкнӗ карта урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, йӑрансем хушшине сапаланса пӗтрӗҫ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ вӑл ҫирӗп те ҫаврака япалана хыпашласа тупрӗ, ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, пӳскине кӗсйи тӗпнех майлаштарса чикрӗ те, Петька ҫулӗпех, карта витӗр тухса кайрӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951