Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаймасть (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
Ку суя халап-и е чӑн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫуннине лайӑх пӗлет, ахальтен мар халь «Ҫӗр юнӗ» романӗ пирки Нарспи Гавриловнӑран мӗн илтни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ, анчах вӑл шухӑшне вӗҫлесе те ҫитереймерӗ — Филипп Сидорович ҫапла каласа хучӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл чӗлхе патне мӗнле пымалли ҫинчен халлӗхе никам та татӑклӑн калаймасть.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Никам та ӑна калаймасть.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫталла куҫать вӑл, тӗрӗсех каять-и пӗлӗте ҫутатса тӑнӑ вырӑналла — халӗ ӗнтӗ хӑй те татсах, ӑс ҫавӑрсах калаймасть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑна вӑл хӑй те татӑклӑн калаймасть.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ашшӗ ытлах калаймасть, хуйхӑ ӑна самаях хуҫнӑ.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тем каласшӑн пек вӑл хуҫине, анчах калаймасть, — чӗлхи ҫук ҫав.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, аслӑ пулин те, шӑллӗсен умӗнче хӑйне мӗскӗнле тытать, калас тенӗ сӑмахӗсене те калаймасть, шывланса тӑракан куҫӗсене шӑлма пуҫлать те — аптӑрасах ӳкет.

Help to translate

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗлӗхсене ӗнерме пӗлет, калама чаплӑ калаймасть.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйт-ха эс унран миҫе турӑ сан тесе, вӑл хӑй те калаймасть.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйт-ха Иливанран кам вӑл Паҫук тесе — калаймасть.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваҫук татсах калаймасть те, тен, ун (Ваҫукӑн) кӗлетки те ытлашши пӑсӑк мар?

Васюк не утверждает, но его фигура, как ему кажется, тоже не из самых последних?..

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ахаль ҫӳрес ҫуккине пӗлетпӗр, анчах ӑҫта каясшӑн вӑл — никам та татса калаймасть.

Знаем, что Ивук зря болтаться не станет, а куда собрался и зачем — узнать не можем.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна та калаймасть Савтепи: те вӑл тӗлӗкне ҫывӑрса кайсан курать, те ҫывӑрмасӑрах ҫапла аташса выртать.

Правда, Савдеби теперь и сама не может сказать с уверенностью, сон это или ее воображение перед сном.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрере тем ирӗлет, сӗтеклӗн, тутлӑн ирӗлет, анчах чӗлхе нимех те ҫавӑрса калаймасть.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле вӑл нимӗн те калаймасть? — ӑнланмарӗ Укахви.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ кӑҫал вӑйлӑ тырпул туса илетпӗр те, пире никам та нимӗн те калаймасть.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй калас пеккине ҫавӑрса калаймасть иккен те, ӑнлантарас тесе, аллисемпе ҫил арманӗ пек хӑлаҫланать.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑн питех те пысӑк шухӑш каласа парасшӑн, анчах чӗлхе ҫавӑрса калаймасть.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак сухалсене кастаратпӑр та, никам та ватӑ тесе калаймасть.

Help to translate

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed