Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайсанах (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Ачасем кайсанах пӳрте кӗрет те чей лартса ярать.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ачасем кайсанах кӳлӗ хӗрринчи пӗр ҫӗр тӗмески хускалчӗ пек.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Траулер уҫӑ тинӗселле тухса кайсанах, унӑн радиостанцийӗ ӗҫлеме тытӑнать.

Как только траулер выходит в открытое море, начинается работа его радиостанции.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сивӗсем иртсе кайсанах карапсем малалла кайнӑ.

Как только окончились холода, корабли двинулись в дальнейший путь.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ура шуса кайсанах — пылчӑк ҫине лекетӗн.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса тухса кайсанах, вӗсен кил-ҫурчӗ кичемленчӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑмах панине эпир тухса кайсанах манаҫҫӗ курӑнать.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗтӳ тухса кайсанах, тепӗр автомашина тут-ту-ут! тутарса кӑшкӑртни илтӗнчӗ.

Help to translate

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса иртсе кайсанах, лашана ҫавӑрса, ҫул ҫине сумлӑн тухатӑн.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян, дояркӑсем кӗтӳ патне, тапӑр тӑратакан тӗле тухса кайсанах, Ялакки пӗви хӗрринче, ват йӑмрасем айӗнче, Мустай Павӑлӗпе Нямук Кирли тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмӑллӑ пуйӑс Ҫӗрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттӑмӗш вакунри ҫиччӗмӗш купере килекен пӗр 23-25 ҫулсенчи питӗ кӑмӑла каймалла сӑнлӑ пассажир чӑматанне ҫӳлти сентре ҫинчен антарса, лайӑх кӑна туртса ҫыхрӗ, унтан пальтине, ҫӗлӗкне, перчеткине тӑхӑнчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӗр-пӗр халиччен вӗсем патне пыман ҫын ним сӑлтавсӑр пырсан вӑл леш кайсанах ун хыҫҫӑн тухса, «мӗн шутпа килтӗн — пуҫпах пултӑр» тесе, куркапа «хӑна» кайнӑ еннелле шыв сапать имӗш.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

– Унта чикӗ вӗт, эсӗ леш енне каҫса кайсанах эпир сана кӗтме пӑрахрӑмӑр.

– Там же граница. Как ты через нее переступил, так мы и перестали тебя ждать.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Унпа вӑл пирвай кайсанах паллашнӑ пулать те халь вара пӗрлешмеллипех пӗрлешнӗ.

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Кӑшт кайсанах вӑл сӑрт айнелле чалӑшшӑн ҫеремлӗ шырлан аннине курчӗ те: «Ара, эпӗ ҫак шырлан тӑрӑх хӑпарма пултаратӑп-ҫке, шырланӗ шывсӑр, пит тикӗс, чӑнкӑ та мар. Аяла анса ҫитес те лашана кантарас, вара ҫак шырланпа хӑпарса каяс», — терӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Иртессе иртрӗ, анчах кӑшт кайсанах, хыҫа тӑрса юлчӗ те, вара эпир ӑна каялла таврӑннӑ чухне ҫеҫ (Аслӑ Пӑла кӗперӗ ҫинче) куртӑмӑр.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах кӑшт кайсанах вӑл ура ҫине тӑчӗ те Нина патне пычӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Йывӑр тапхӑр иртсе кайсанах пӗр ватӑ сестра «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» кӗнеке илсе килчӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кам та пулин иртсе кайсанах ҫул варринчен тусан ҫӗкленет те ҫул хӗррипе ӳсекен сарӑхнӑ курӑк ҫине пӗлӗт пек анать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗксӗк чунлӑ патша чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсанах вӗсем пӑлханма тытӑннӑ, вӑйпутсене вӗлерсе пӗтернӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed