Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳтенӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Йӳтенӗ карчӑк аллине парса хӑварсан ҫапла пуль ҫав!

Конечно, старуха совсем из ума выжила, чего еще можно ожидать от ее воспитания?

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Арӑмӗнчен сивӗнсе, хӑйӗн пӗтӗм йӳтенӗ те ачалла чӗрипе ывӑлӗ патнелле туртӑнчӗ.

Оттолкнулся от жены и всем своим сердцем, дряхлым и детским, потянулся к сыну.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн чун-чӗри пӳ-сийӗнчен маларах йӳтенӗ.

Душой он одряхлел раньше, чем телом.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн пӗтӗм сӑн-пичӗ йӳтенӗ, чӗтренӗ.

Все лицо его как-то дряхло, старчески трепетало.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑншӑн ӑна герцог йӳтенӗ сӑрнаккай тесе вӑрҫрӗ, королӗ те парӑмра юлмарӗ, вӗсем тытӑҫса ӳкрӗҫ, эпӗ ҫак вӑхӑтра тухса шӑвӑнтӑм та юханшыв хӗрнелле вӗҫтертӗм, ура ҫӗре перӗнмест.

Герцог выругал его за это старым дураком, король тоже в долгу не остался, и как только они сцепились по-настоящему, я и улепетнул — припустился бежать к реке, да так, что только пятки засверкали.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ урампа пыраттӑм… мана ватӑлса йӳтенӗ ыйткалакан чарчӗ.

Я проходил по улице… меня остановил нищий, дряхлый старик.

Ыйткалакан // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166 с.

— Вӗсен приказӗ ҫапла: казаксене ултӑ ҫулхи ачасенчен тапратса йӳтенӗ ватӑсем таран йӑлтах тураса тӑкмалла.

— У них приказ: всех казаков от шести лет и до самых ветхих годов рубить.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Асатте — вӑл йӳтенӗ ӗнтӗ!

— Дед — он уж умом рехнулся!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Е-е, йӳтенӗ, унта-ха — тӗкӗр умӗнче!

— Карга старая, а туда же — перед зеркалой!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Вот, — теҫҫӗ, — йӳтенӗ ватсупнӑ: ватлӑхра ача-пӑча вӑййипе аппаланма пуҫларӗ!»

«Вот, говорят, одурел старый дед: на старости лет тешится ребяческими игрушками!»

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах эпӗ сире ирсӗр тата йӳтенӗ мӑкӑрти старик ҫеҫ тесе шутлатӑп.

А я все-таки думаю, что вы противный старик… противный старый болтунишка.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын.

Это был восьмидесятипятилетний отец Иеротей, величественный памятник минувшего века, уже почти развалина, но развалина еще импозантная и почитаемая.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed