Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кула-кула тата кубанкине ӗнси ҫине антарса лартсах айккинелле пӑхса пынинчен, пӗр аллинчи пӳрнисемпе чӗлпӗре ҫӑмӑллӑн пуҫтарса тытнинчен, тепӗр аллипе тытнӑ пушӑпа хӑмсарса пынинчен, йӗнерӗн ура пускӑчисем ҫинче ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе, хура лашине шпорсемпе хистесе пынинчен юланутпа ҫӳресси уншӑн канлӗ те чи кӑмӑла килекен ӗҫ пулнине курма пулать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, ывӑннӑскер, кӑштах айккинелле таянса, канса пыракан юланутҫӑсем пек, ларнӑ; чӗлпӗр тытнӑ аллине вӑл казаксен ҫӳллӗ йӗнерӗн тыткӑчи ҫине хунӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Уйӑх пайӑркисем ӳксен, унӑн кӗмӗлпе илемлетнӗ ӑмӑрлӑхӗ тата кӗмӗлпе тыттарнӑ казак йӗнерӗн сӑмси пӗтӗм тӑкӑрлӑкра шап-шуррӑн ҫиҫсе илчӗҫ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1
- 2