Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑрӑ the word is in our database.
йӑрӑ (тĕпĕ: йӑрӑ) more information about the word form can be found here.
Латака пӳллӗ, лаптак питлӗ, тӗксӗр симӗс крыжовник евӗрлӗрех тӗпчӗк куҫлӑ, хирти сӳсен ҫӳҫлӗ Улькка аппа ҫулӗсене кура мар (ӗмӗрӗпех тӳрӗ ӗҫре кутӑрланса, хӑшкӑлса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа вунӑ ҫул та ҫитет ӗнтӗ) пиҫӗ, йӑрӑ, вӑр-вар карчӑк.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк умра, вӗсен ҫулӗ ҫинче, тротуарсӑр, лапам, чӑшӑл, йӑрӑ ӳснӗ лапка хӑваллӑ, ҫын куҫ-хӑлхисӗр вырӑнта чикан майрисем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хистене-хистене, тӑрмаша-тӑрмаша сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те ҫак ҫутӑ таврашне ӑвӑнса сӑнама пуҫларӗ — чӑшӑл, йӑрӑ ӳснӗ ҫамрӑк ҫӳҫелӗхре зажигалка ҫутипе ҫуталса арҫын тӑрать!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ак телей! — самант йӑрӑ савӑнӑҫ ҫупӑрласа илчӗ кӑмпаҫӑна, анчах машина ҫывхарнӑ ҫемӗн ку туйӑм майӗпе сӗвӗрӗлсе «ҫара», пуртӑпа вутта шарт! касса татнӑ пек кӗске, татӑклӑ пӗтӗмлетӗве-иккӗленӗве ҫаврӑнса тӗвӗнчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ахаль чухне такама та анаслаттармалла кичем япаласем ҫинчен ҫак йӑрӑ хӗр тӗлӗнмелле, кӑсӑклантармалла каласа пачӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Йӑрӑ та ҫивӗччӗ вӑл ун чухне, халь самаях хулӑнланнӑ.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хӑйне йӑрӑ тыткалать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак йӑрӑ этем, ҫинҫешке те ҫӳллӗ Магмет ун упӑшки пулса тӑчӗ-и?

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Петӗр лутрарах пӳллӗ, питӗ йӑрӑ этем.

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Директор пурнӑҫ таппипе тан утать, йышпа ӗҫлеме пӗлет, ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме хатӗр тата йӑрӑ, яваплӑ, креативлӑ, лару-тӑрӑва курса-туйса тӑрать.

Help to translate

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

«Ҫӗннисем» — С. П. Шиповпа Н. Нефедьев — иккӗшӗ те хушнӑ ӗҫре пултаруллӑ та йӑрӑ ҫынсем пулнӑ курӑнать.

«Новые», С.П. Шипов и Н. Нефедьев, вероятно, были способные и ловкие карьеристы,

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь саншӑн хӑв чӗппӳсенчен Ҫав йӑрӑ мӑшӑр пахарах.

Help to translate

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

«Кирли кирлӗ-ха та ӗҫлекенни, анчах эсӗ ытла та шикленмелле йӑрӑ ҫын.

— Нужен-то нужен, только уж ты человек-то чересчур бойкий.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайран пуш урапапа килне этем, ҫивӗч куҫлӑ йӑрӑ усламҫӑ, кашни япаланах тыта-тыта пӑхать те хакне каласа хӑй урапи ҫине илсе хурать.

Остроглазый дебелый мещанин, оценив каждую вещь, бросает ее в свою телегу.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑхма мӑран та йывӑр кӗлеткеллӗ пек курӑнсан та Александр Петрович ҫав тери йӑрӑ ҫын.

Хотя на вид отец Александр кажется тяжелым, неповоротливым, на самом деле он очень прыткий.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пулас пулать сан чӑрсӑр, харсӑр: Ан хӑйччӑр, — йӑрӑ пул, — ыйтма.

Help to translate

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӳрет, чупать ав йӑрӑ тилӗ, — Вӗт-шак, асту! ан пул анра, — Сыхланмасассӑн ҫитӗ вилӗм, — Ҫурса тӑкать пӗр самантра.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепӗр чухне вара арӑмӗ, лутра кӑна пӳ-силлӗ, ҫав тери йӑрӑ Миннигел, хӗрхенсе те илет:

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed