Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнмалла (тĕпĕ: йышӑн) more information about the word form can be found here.
Хам республика пуҫлӑхӗ пулас тӑк чӗлхе пирки эп тахҫанах ҫирӗпрен ҫирӗп саккун йышӑнмалла.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитес вӑхӑтра федераци шайӗнче ку енӗпе саккун йышӑнмалла.

Help to translate

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Чи лайӑх вӑрлӑхпа усӑ курса акакан «уй-хир пики» кӑҫал 150 гектар йышӑнмалла.

Help to translate

Кукуруза акаҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d1%8 ... 0%b0cce-2/

Вӑл манран тӑватӑ е пилӗк ҫул кӗҫӗн пулнишӗн эпӗ калаҫма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине, калаҫнине пӑхсан, манӑн ӑна кас-кас ирӗксӗрех хампа тантӑш тесе те йышӑнмалла пулчӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сирӗн кӗпер ҫывӑхнерех фашистсем асӑрхамалла мар вырӑн йышӑнмалла.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫав вӑхӑтрах, К. Маркс асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ҫитӗннисен пурнӑҫне кӗрсе пыракан ҫамрӑк ҫын обществӑн ытти пуянлӑхӗсене тӳрех йышӑнмалла мар, «пуринпе те иккӗленмелле».

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах ӑна ытлашши пӑшӑрханмасӑр йышӑнмалла.

Однако её стоит принять стойко и без излишней нервозности.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫ вырӑнне йӗркене кӗртмесӗр смена йышӑнмалла мар.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Решение вӗсен умӗнчех, вӗсӗмпе пӗрле йышӑнмалла пулнӑ сирӗн.

Решение нужно было принимать среди них, с ними вместе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Пилӗк ыратнӑран, нервӑсене тӳрлетме ман хвойнӑй ваннӑ йышӑнмалла, ҫавӑнпа мана ваннӑллӑ хваттер кирлӗ», — тет.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ман шутпа, малашне хими пирӗн хуҫалӑхӑн пур отраслӗсенче те тӗп вырӑн йышӑнмалла, вӑл ял хуҫалӑхӗнче вӑхӑтлӑх кӑна мар, ӗмӗрлӗх хуҫа пулмалла! — тесе пӗтерчӗ хӗр хӑйӗн сӑмахне.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пишсенчен маларах утрава хамӑрӑн йышӑнмалла.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахунпа паллаштарнӑ май халех ҫакна каласа хурам: Хусан ханӗсен ӗҫне малалла тӑсас тетпӗр пулсан пирӗн шариат хушнӑ пек пурӑнмалла, пурин те ислам тӗнне йышӑнмалла.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах ку элче санӑн йышӑнмалла, аслӑ князь.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла ку ҫырӑва челобитнӑй вырӑнне хурса йышӑнмалла, Алексей Федорович!

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ хыҫҫӑн престола Сафа-Гирейӗн Крымра ӳснӗ аслӑ ывӑлӗсем мар, ханӑн пиллӗкмӗш арӑмӗн — вырӑс княжнин ывӑлӗ те мар, унӑн, Утямӑшӑн, йышӑнмалла.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ, Матӗрнен никам та ҫук, унӑн хӑй патне йышӑнмалла ҫеҫ, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Анчах пирӗн йӑли ҫаплалла: сирӗн махомет тӗнне йышӑнмалла.

Только у нас обычай: все, кто живет с нами, должны принять нашу веру — магометанскую.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Е ку чӑнах та чаплӑ план, апла пулсан, ӑна икӗ алӑпа сасӑласа йышӑнмалла, е вӑл Ятман пуҫӗнче ҫуралнӑ ниме кирлӗ мар япала.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed