Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йыттӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ан ула, ан вӗр, Очер, — йыттӑн ҫӑмламас мӑйне ыталаса, йӑвашшӑн ӳкӗтлерӗ Чочой.

— Не надо выть, не надо лаять, Очер, — ласково попросил Чочой, обнимая пушистую шею собаки.

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫапах та яланах шанчӑклӑ пулнӑ йыттӑн хӑйӗн хуҫине ҫапла кӗтсе илес килмерӗ.

И все же преданный пес не хотел встретить так свою хозяйку.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Уйрӑмах йыттӑн!..

Особенно собака!..

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вара Костя йыттӑн ҫӑварне вӑйпах уҫрӗ те унта патак чиксе хучӗ, анчах вӑл аллине ярсанах, Лобзик ҫӑварне уҫрӗ те, патак ҫӗре тухса ӳкрӗ.

Тогда Костя насильно раскрыл ему пасть и сунул в нее палку, но, как только он отпустил руки, Лобзик разжал зубы, и палка упала на пол.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Йӑлӑнтармӑш шӑна йыттӑн нӳрлӗ те хура тути ҫине анса ларнӑ-ларманах, йытӑ чееленсе пуҫне ҫӳлерех ҫӗкленӗ те, ҫӑварне кап! тутарса, шӑнана ҫӑтса та янӑ.

Едва она снова уселась с прежним упорством на чёрный влажный нос собаки, та изловчилась, быстро вскинув морду, разинула пасть и… проглотила муху.

Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн зимовщиксен чи юратнӑ икӗ тусӗн те — Кӑнтӑр шӑнин те, Анвӗр йыттӑн та ӑраскалӗсем татӑлнӑ.

Случай, решивший судьбу обоих любимцев зимовщиков — и Южанки и Нелая.

Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Упа ҫури тӑрӑшсах туртнине пула, йыттӑн туртма та кирлӗ пулман.

Медвежонок тянул свой хомуток так усердно, что собаке и делать нечего было.

Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫынсене хӑйсем пӑхса ҫитӗнтернӗ йыттӑн ҫакӑн пек ҫитменлӗх пулни питӗ пӑшӑрхантарнӑ.

Зимовщиков очень огорчало, что их питомец имеет такой изъян.

Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Кӗтмен ҫӗртенех ун патне Кны пынӑ, вӑл хӑйпе пӗрле хӑй сыватнӑ йыттӑн ҫурине парне пама илсе пынӑ.

И вдруг мальчик явился к нему с подарком — прекрасным щенком, которого принесла выхоженная собака.

Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Джемма ҫырӑва тимлӗн вулама пуҫларӗ, Пӑван ҫав вӑхӑтра урайне ларчӗ те, салху куҫӗсемпе Джемма ҫине пӑхса, хӑйӗн умӗнче выртакан йыттӑн ҫӑмне сӑтӑркаласа якатма тытӑнчӗ.

Она углубилась в чтение, а он уселся на полу, нахмурив брови и поглаживая ее кота против шерсти.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Мӗнле пурнатӑн, Артур? — тесе ыйтрӗ вӑл сиввӗн, аллин пӳрни вӗҫӗсене ун патнелле тӑсса, унтан ҫавӑнтах аллине каялла туртса илчӗ те, йыттӑн пурҫӑн пек ҫӑмне якатма пуҫларӗ.

— Как поживаешь, Артур? — спросила она сухо, протягивая ему на минуту кончики пальцев и перенося их тотчас же на шелковистую шерсть своей собачки, более приятную на ощупь.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унтан вӑл пӑлан тирӗнчен тунӑ чӗн татӑкне туртса кӑларнӑ та ӑна йыттӑн мӑйне ҫыхса лартнӑ.

Кончив письмо, раненый достал обрывок ремешка из оленьей кожи и завязал его вокруг шеи собаки.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӑй ятне илтсен, Динго хаваслӑн вӗрсе ячӗ, Джек, йыттӑн пысӑк пуҫне аллисемпе ҫавӑрса тытса, ачашшӑн шӑла-шӑла унпа калаҫа пуҫларӗ.

Услышав свое имя, Динго весело залаял, и Джек, обняв ручонками большую голову пса и ласково его похлопывая, заговорил с ним:

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӑмӑлӗ пулсан, мӗн-ма йыттӑн та калаҫма тытӑнас мар?

Почему бы и собаке не заговорить, если ей захочется?

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнпа Самюэль Вернон ҫук чухне те, вӑл чӑнах та ҫак йыттӑн хуҫи пулнӑ пулсан, Динго ҫак икӗ саспаллие уйӑрса илме пултарни тӗлӗнтерет те мана.

Поэтому-то меня так удивляет, что Динго сумел распознать эти две буквы в отсутствие Самюэля Вернона, если только он действительно был хозяином собаки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗреннӗ йыттӑн вӑрттӑнлӑхӗпе Джекран кая мар интересленчӗ вӑл.

Тайна ученой собаки заинтересовала его не меньше, чем Джека.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӑй ҫыххи ҫине ҫырнӑ «С» тата «В» саспаллисем йыттӑн унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен тӗшмӗртмелли пӗртен-пӗр паллӑ — пуре те ҫакӑ ҫеҫ, — ун ҫӗнӗ хуҫишӗн пӗлме май ҫук вӑрттӑнлӑх пулса юлнӑ.

Две буквы, «С» и «В», выгравированные на ошейнике, — вот все, что связывало собаку с ее прошлым, оставшимся для нового хозяина неразрешимой загадкой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йыттӑн ӑшӑ ҫӑмӗ Ваҫҫука ирӗксӗрех хӑйӗн килне аса илтерчӗ.

Теплая шерсть собаки напоминает забытый домашний уют.

52 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Йыттӑн ӑслӑ та ҫивӗч куҫӗсем Павел Николаевич ҫине, хӑйӗн хуҫи мӗн шухӑшланине пӗлес тенӗ пек, ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхаҫҫӗ.

Умные, серьезные глаза собаки смотрели на Павла Николаевича пристально, испытующе, словно она хотела понять, чем так озабочен хозяин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Йыттӑн татӑлса кайнӑ мӑйҫыххи юр ҫинче сӑтӑрӑнса пыни палӑрать.

Оборванный собачий поводок волочился по снегу.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed